Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > QR-кода мĕнле илмелле?

QR-кода мĕнле илмелле?

Прививка тутарнисене QR-код параççĕ. Ăна мĕнле илмелле?

1. Вакцинациленнĕ пунктра СНИЛС кăтартмалла. Сире прививка тутарнисен регистрне /списокне/ кĕртеççĕ.

2. «Госуслуги» порталта сире шута илнине çирĕплетни пулмалла. Çакă мĕн пур сервиспа, çăмăллăхпа усă курма май парать.

3. Вакцинациленнĕ хыççăн 5 кунран сирĕн пата «Госуслуги» портал урлă е электрон почтине пĕрремĕш прививка тутарни пирки хыпар çитет.

4. Енчен те хыпар килмесен прививка тутарнă медицина учрежденийĕнчен ыйтмалла.

5. Вакцинăн пĕр компонентне йышăнсан сертификат /QR-кодпа/ пĕрремĕш прививка хыççăн параççĕ.

Вакцинăн икĕ компоненчĕпе прививка тутарсан электрон сертификатпа иккĕмĕш прививка хыççăн тивĕçтереççĕ.

«Госуслуги» порталта регистрациленмен пулсан мĕн тумалла?

Хăвăр пурăнакан вырăнти поликлиникăран ыйтмалла. Унта вакцинациленнине çирĕплетсе справка параççĕ.

«Госуслуги» портал урлă сертификата илмешкĕн темиçе кун кĕтме тивет.

Вакцинациленнине çирĕплетекен сертификата ăçта шырамалла?

– «Госуслуги» порталта /«Госпочта» уйрăмра вакцинаци пирки хыпарланине уçмалла, унтан – «Перейти в дневник» е «Мое здоровье» уйрăма, ун хыççăн – «Сведение о результатах исследований и иммунизации COVID-19» уйрăмсене кĕмелле/.

– «Госуслуги» мобильлĕ приложенире /«Услуги» уйрăмра «Вакцинация от COVID-19» текеннине кĕмелле е шыравра «Сертификат» сăмах çырмалла/.

– «Госуслуги» мобильлĕ приложенире «Госуслуги СТОП-Коронавирус» уйрăмра шырамалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code