Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăтăрçăсем пуррине палăртма — феромон сереписем

Сăтăрçăсем пуррине палăртма — феромон сереписем

Раççей территорине тата ÿсен-тăрана карантин объекчĕсенчен /карантин объекчĕсен пĕрлехи реестрне кĕртнĕ тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, чир-чĕр/ хÿтĕлесси тата вĕсем кÿрекен сиене сиресси Россельхознадзорăн тĕллевĕсенчен пĕри.

2017 çулта Раççее илсе килекен 13,4 миллион тонна тата 2,25 миллиард штук тĕрлĕ продукцие тĕрĕсленĕ, карантин объекчĕ тупса палăртнă тĕслĕх 4500-тен те иртнĕ. Çапла майпа 2,3 миллион тонна ытла, 805 пин штука яхăн продукци пахалăх енчен иккĕленÿ çуратнă. Ÿсен-тăран карантинĕ енĕпе тивĕçтермен продукцие сиенсĕрлетнĕ, е тĕп тунă, е каялла тавăрнă.

Сăтăрçăсене вăхăтра тупса палăртас тата çийĕнчех тĕп тăвас тĕллевпе специалистсем çулсерен патшалăх мониторингĕ ирттереççĕ: вăрмансенче, садсенче, çавăн пекех элеваторсенче, теплицăсенче, продукци упранакан вырăнсенче феромон капканĕсем çакса е хурса тухаççĕ.

Феромонлă серепесем чи малтанах мĕнле нăрăсем пуррине палăртма кирлĕ. Уйрăмах вăйлă сиен кÿме пултаракан сăтăрçăсем пирĕн тăрăхалла куçнине тупса палăртни — вĕсемпе кĕрешессине çăмăллатать. Серепесем тĕрлĕрен пулаççĕ.

Тĕрлĕ сăтăрçă республикăна çитес хăрушлăх та пысăк. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра йывăç-тĕмпе улма-çырлана, пахча çимĕç таçтан та кÿрсе килеççĕ. Вĕсене илсе тухнă хăш-пĕр вырăнсенче, сăтăрçăсене тупса палăртнăран, карантин фитосанитари зонисем туса хунă.

Иртнĕ çулсенче чăваш вăрманĕсенче те /Çĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Шăмăршă районĕсенче/ чăрăшсене тата хырсене пĕтерекен усачсене тупса палăртнă.

Специалистсем ÿсен-тăраншăн хăрушă çум курăксене /амбрози, горчака, пурçăн курăкĕ/ тупса палăртнă. Пурçăн курăкне 2017 çулта Раççейĕн 67 субъектĕнчи 666 районта тупса палăртнă. Унччен Чăваш Енре те тĕл пулнăччĕ вăл. Канаш тата Комсомольски районĕсенче ку çум курăка пĕтерме им-çампа та усă курма тивнĕ. Пирĕн тăрăхра амброзипе кĕрешме те тивнĕ.

Пахча çимĕçе илес пулсан, çĕр улмие нематода «кăмăллани» вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Патшалăх аслă инспекторĕ Светлана Ярусова каланă тăрăх, нематода тупса палăртнăран Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Етĕрне, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче тата Шупашкар хулинче карантин фитосанитари зонисем туса хунă.

Июнь-июль уйăхĕсем шăпах феромон капканĕсем çакмалли тапхăр. Хальхи вăхăтра вĕсене Вăрнар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенчи вăрмансенче йывăçсем çине çакнă. Республикăри теплицăсене те çитнĕ специалистсем. Нематода пуррине пĕлес тĕллевпе хуçалăхсен çĕрĕсене проба илес ĕç вăй илсе пырать.

Предприяти склачĕсенче капр нăррисем /капровый жук/ иленменнине палăртма хут серепесем хурса хăварнă. Ку сăтăрçă управри кĕрпе таврашне 60-70 процент таран пĕтерни тата пахалăха самаях чакарни анчах мар, нăрă тапăннă продукци çыншăн та хăрушлăх çуратать: аллерги, дерматит, конъюктивит тата блефарит аталанма пултарать. Специалистсем палăртнă тăрăх, нăрă Чăваш Ене Азирен, Африкăран, Индирен, Китайран, Таджикистанран, Узбекистанран, Аргентинăран килекен тырăпа, кĕрпепе, вăрлăхпа, мăйăрпа, типĕтнĕ улма-çырлапа, чейпе тата ытти таварпа çитме пултарать.

Сăмах май, досмотрсенче те сăтăрçăсем куç тĕлне пулаççĕ. Кăçал кăна кĕл чечек çыххинче тата цикламен çинче Калифорни трипсне асăрханă. Хăвăрт сарăлакан нăрă тапăннă чечексен партине çунтарса яма тивнĕ.

Феромон сереписене пĕр-пĕр сăтăрçă /карантин объекчĕ/ лексен çав территорире ăна пĕтерес тесе карантин ĕçĕсем йĕркелеççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ведомство специалисчĕсем серепесене, куç тĕлне пулсан, çав вырăнтах хăварма ыйтаççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code