Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Хулаш — аваллăх управçи

Хулаш — аваллăх управçи

 Аслă Таяпа Хулашĕнче иртекен черетлĕ археологи тĕпчевĕ пирки хаçатра маларах пĕлтерсех тăтăмăр. Шырав-тĕпчев ĕçĕсем пуçланнăранпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый вырăна тухса кунти ĕç-хĕлпе паллашсах тăчĕç.

Тĕпчев ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх ĕçченĕсем — археологи пайĕн заведующийĕ, истори наукисен кандидачĕ Наталья Березина, Евгений Михайлов аслă сотрудник, истори наукисен кандидачĕ Николай Мясников ертсе пыраççĕ. Александр Березин наука сотрудникĕ, Екатерина Осипова лаборантка тĕпчев ĕçĕсен пĕрремĕш кунĕнченех пысăк хастарлăхпа палăраççĕ. Тĕпчев ĕçне Шупашкар, Хусан, Ульяновск, Йошкар-Ола хулисенчи археологсем те хутшăннă. Вĕсен йышĕнче наука сотрудникĕ Радик Хамзин (Хусан), Анатолий Пояндаев (Çĕмĕрле районĕ) археолог, таврапĕлỹçĕ, генеалоги тĕпчевĕсен центрĕн директорĕ Сергей Утриван тата ыттисем те. Археологсене Елчĕк районĕнчи шкулсенче вĕренекенсемпе истори учителĕсем, волонтерсем, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри «Шырав» отряд хастарĕсем (командирĕ Валерия Кузьмина) пулăшса пыраççĕ. Тĕпчев ĕçĕсене çавăн пекех Елена Барская — Хĕвелпи сăвăç тата унăн Никита мăнукĕ, Елчĕкри музей тата районти культура ĕçченĕсем хутшăннă. Хăйĕн çуралнă кунĕнче Валерий Изратов уйрăм пайтаçă та (июлĕн 5-мĕшĕнче çуралнă) аваллăха тĕпчессинче хăйĕн тỹпине хывнă. Вăл кунта ĕçлекенсене сиплĕ пылак шывпа сăйланă. Вырăнти тĕрлĕ службăсем, Аслă Таяпа ял тăрăхĕ тата вырăнти шкул коллективĕ йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса парас ĕçре пысăк пулăшу кỹреççĕ.

Аслă Таяпари Хулаш  Чăваш Енĕн чи -пысăк археологи палăкĕсенчен пĕри. Вăл Аслă Таяпа ялĕн кăнтăр вĕçĕнчен 200-300 метр аяккарах вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 275625 тăваткал метрпа (27,5 гектара яхăн) танлашать. Бронза ĕмĕрĕнче кунта пураш культурин ăрăвĕсем пурăннине палăртаççĕ археологсем (4,5 пин çул каяллахи вăхăт). Çакна кунта тупăнакан тĕрлĕ хатĕрсем лайăх çирĕплетеççĕ. Малтанлăха пысăк мар поселок пулнă, юнашар — пысăк тĕмсем. Вунпĕрмĕш ĕмĕрте кунта чăваш халăхĕн Атăлçи пăлхарĕсем куçса килнĕ.

Археологсен шухăшĕпе, поселок тавра канав чавса çавăрнă тата çĕре чышса тухнă шалчасенчен карта тытнă. Кайран сала аталанса, аслăлансах пынă. Тутар-монголсем пырса кĕрсен хула-крепоçа çаврăннă. Ылтăн Урта çарĕсем тапăнсан кунта пурăнакансем пысăк паттăрлăхпа палăрнă — тăшман ниепле те парнтарайман вырăнти халăха. Хулана вăйпа илме çуккине туйса 1237 çулта Батый хан хушнипе ăна тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса ярса çĕрпе танлаштарнă.

«Чăваш республикин археологи карти» кĕнекен 3-мĕш томĕпе паллашнă май çакна пĕлме пулать. Пуçласа Хулаш вырăнĕ пирки С.Е.Мельников 1856 çулта «Хусан кĕпĕрнин хыпарĕсем» изданинче «Аслă Таяпа» ятпа статья çырнă. Хула тỹркĕтеслĕхе аса илтернĕ. Çурçĕр тата хĕвеланăç енĕ тỹрĕ, кăнтăр тата хĕвелтухăç енĕ овал евĕр пулнине палăртнă. Ăна 3 енчен юханшывсем çавăрса тăнă. Çурçĕр тата Кăнтăр енĕсене — Таябинка, Хĕвел Тухăç енчен Кивĕ çурт е Кивĕ Çăл шывĕ. Шыв çырма тĕпне юхнă. Хальхи вăхăтра палăкăн кăнтăр енче пысăк кỹлĕ пур. Хỹтĕлев çирĕп пулнă: 2-шер рет 6-10 метр çỹллĕш тăпра купаласа çавăрнă (вал) тата 1-1,5 метр тарăнăш (сарлакăшĕ 2 метр) шăтăксем (ров) чавни паллă пулнă. С.М.Шпилевский Хулаша 1877 çулта Хусан кĕпĕрнинчи пăлхар-тутар палăкĕсен списокне кĕртнĕ. Вăл кунти вырăнта чукунран хатĕрленĕ пульăсем, тимĕр айпăлта (çавра пуртăллă вăрăм сăнă) тупни пирки çырнă. И.А.Износков (1884ç.), И.Я.Зайцев (1892ç.) Хулаш пирки хушма хыпарсем пичетленĕ. 1927 çулта кунта П.П.Ефименко ертсе пыракан экспедици тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. 1948 çулта йĕркеленĕ тĕпчевсем (ăна А.П.Смирнов (Мускав) ертсе пынă) кунти вырăнсен шăпин 2 тапхăрне палăртнă: тутар-монголсен умĕнхи пысăк сала тата Ылтăн Урта вăхăтĕнчи хула. Шырав вăхăтĕнче çурт тупăннă. Ăна е Ылтăн Урта вăхăтĕнче хырçă-куланай пуçтараканăн çурчĕ, е пĕрлехи мунча пулма пултарнă тесе те палăртнă тĕпчевçĕсем. 1957 çулта чăваш археологĕсем тĕпченĕ асăннă вырăна. Экспедицие Г.А.Федоров-Давыдов ертсе пынă.1992 çулта палăк вырăнĕнче ашшĕпе ывăлĕ Б.В.Каховский, В.Ф.Каховский археологсем пысăках мар тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Вĕсем 3-мĕш вал тата 2-мĕш ров вырăнĕсене тупнă. Çакăнта тупнă япаласем, отчетсем Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче тата Чăваш наци музейĕнче упранаççĕ.

Археологсем хальхинче 3 вырăна чавса тĕпчерĕç. Пĕрремĕш вырăна вĕсем çỹп-çап тăкнă шăтăк пулĕ тесе палăртаççĕ, мĕншĕн тесен кунта 3 лаша пуçĕ, ĕне, вăкăр, чăх, автан, мулкач тата ытти чĕрĕ чунсен шăммисене, тăм савăт-сапан ванчăкĕсене тупнă. Тимĕрçĕ лаççи вырăнĕ пулнă пулĕ текен лаптăкра тимĕр юлашкисем, известь сĕрнĕ тимĕр юпа, температурăна пĕр виçере тытса тăрас ĕçре усă курнă чĕрчунсен шăммисем тухнă. Пураш культурипе çыхăннă хатĕрсем те тĕпчевçĕсен куçĕ тĕлне пулнă. Тупнă япалсен хушшинче çавăн пекех кĕленче катăкĕсем, капăрлăх хатĕрĕсем (шăрçа, çĕрĕ), зубила, керамика, çăра уççисем, пăлхарсен пуртти, тата ытти чылай япала. XIX ĕмĕрти Киремет вырăнĕнче (1957 çулта ăна Г.А.Федоров-Давыдов археолог тупса палăртнă) 1735, 1766, 1815 çулсенче туса кăларнă 1 тата 2 пуслăх укçасем асăрханă архелологсем.

Тĕпчев иртекен вырăнта июлĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, ăслăлăх ĕçченĕсем тата чăвашсен авалхи культурине тĕпчекенсем — Юрий Исаев, Владимир Иванов (Алмантай), Валентина Харитонова, Виталий Иванов, Николай Адер тата ыттисем те пулчĕç. Вĕсем кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллашнă май çак пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчевсем малашлăх ăрушăн пысăк пуянлăх пулнине палăртрĕç.

— Аваллăхсăр малашлăх çук тетпĕр. Çакăн пек мероприятисене вĕренекенсене те хутшăнтарни историне лайăх пĕлме тата асра тытма, аваллăха хисеплеме май парать. Малашне çак ăру асăннă ĕçе ачисене тата мăнукĕсене те явăçтарассинче иккĕленỹ çук,

— палăртрĕ Николай Миллин.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code