Вторник, Декабрь 11, 2018
Главная > Публикации > Уй-хирĕсем, ав, епле хÿхĕм!

Уй-хирĕсем, ав, епле хÿхĕм!

Ÿсен-тăран лаптăкĕсенчи çум курăка тата тĕрлĕ чир-чĕре пĕтерме пулăшакан препаратсемпе тивĕçтерекен, Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин официаллă операторĕ шутланакан Çĕнĕ Шупашкарти «Восток» ООО шăматкун пулса иртнĕ республикăри аграрисен семинар-канашлăвне Елчĕк районĕн никĕсĕ çинче йĕркелесе ирттернĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов хутшăннă.

Çакă ахальтен мар, мĕншĕн тесен «Восток» ОООпа пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем нумай çултанпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисем хальхинче Курнавăшри Юрий Цветков, Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсен тата Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче пулса курчĕç. Тĕш тырă лаптăкĕсем епле таса — çум курăксăр пулнине, фунгицидсемпе, ÿсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисемпе усă курнăран вĕсем епле хÿхĕм ÿснине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.

Тĕрлĕ препаратсем туса кăларассипе ĕçлекен Хусан хулинчен килсе çитнĕ «Сервис-Агро» фирма представителĕсем ÿсен-тăран лаптăкĕсенчи çум курăка, тĕрлĕ чир-чĕре пĕтерме усă куракан, ÿсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан препаратсемпе мĕнле усă курасси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Восток» ООО директорĕ Людмила Смирнова Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсен илемĕпе киленет.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code