Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй патăр, çĕр ĕçченĕ!

Вăй патăр, çĕр ĕçченĕ!

Уй-хир куллен хăватлă техника шавĕпе тулать. Ĕнерхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1519 гектар /7 процент/ вырнă, 423 гектарне /вырнин 28 процентне/ çапса тĕшĕленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин – чун-чĕрипе çĕр ĕçне парăннă çын. Вырма пуçланнăранпа уй-хире тухмасăр пĕр кун ирттермерĕ, çавна май вăл ĕç çи тапхăрĕнчи лару-тăрăва та тĕплĕн пĕлсе тăрать. Кĕçнерникун Курнавăш ял тăрăхĕнчи «Нива» агрофирма» ОООра тата «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче, Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен «Урожай» ОООра пулса курнă, тыр-пул тухăçĕ епле пулма пултарассипе кăсăкланнă. Николай Петрович вырма ĕçĕсене малтанхи кунсенчен тытăнсах кал-кал, тухăçлă йĕркелесси, вăхăтпа туллин усă курасси пирки те кашни хутĕнчех палăртса калать. Мĕншĕн тесен август уйăхĕнче сывлăм вăйлăрах ÿкме пуçлать, кĕр енне кайсан çанталăкăн «ăсĕ» те кĕскелет, тĕш тырă лаптăкĕсене çумăр та йĕпетме пултарĕ. Кашни çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтернипе палăракан «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Юрий Викентьев район администрацийĕн пуçлăхĕпе тĕл пулсан уççăн калаçрĕ.

– Кĕрхи культурăсен тухăçĕ, 1 гектар пуçне шутласан, хальлĕхе 35 центнерпа танлашать. Вăл иртнĕ çулхинчен сахалрах. Çанталăк условийĕ – çуркунне вăрах вăхăт сивĕ тăни те витĕм кÿчĕ пулинех, – терĕ Юрий Семенович.

Апла пулин те механизаторсен кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Геннадий Викентьев, Николай Круглов, Владимир Квасов комбайнерсем:

– Тыр-пул – пирĕн пуянлăх. Ăна тăкаксăр пухса кĕртессишĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме кирлине ăнланатпăр, – теççĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса паккуссене кушăхтарма хывас ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлакан Радик Квасов механизаторпа комбайнсем патĕнчен тĕш тырă турттаракан Владимир Краснов, Валерий Семенов, Александр Краснов водительсен ĕмĕт-тĕллевĕсем те çунатлă. Çакă – чи кирли, апла пулсан, малашнехи ĕç те ăнса пымалла.

Ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕçе вĕçе вĕçĕн пурнăçламалли майсене йĕркеленĕ. Çапса тĕшĕленĕ лаптăксенчи улăма та çийĕнчех пресласа рулонсене хываççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама Александр Ласточкин механизатора çирĕплетнĕ.

Кĕр тыррисем маларах пиçсе çитеççĕ. Вырма каçалăкне кĕрхи культурăсене пухса кĕртессинчен пуçланă «Нива» агрофирма» ОООра «Марафон» тулла пĕтĕм лаптăкра çапса тĕшĕлессине ĕнер вĕçленĕ. ДОН-680 тата АГРОС-530 хăватлă йышши комбайнсен хуçисем – Дмитрий Пайминпа Александр Светопольский, Алексей Веселинпа Сергей Дмитриев водительсем хăйсен ĕçĕпе кăмăллă. Тухăç та пысăк. Епле савăнмăн!

300 гектар лаптăкра çитĕннĕ урпа та ĕлкĕрнĕ, сăнаса тинкерсен сарă тинĕс евĕрех курăнать вăл – чуна тыткăнлать. Çĕр хуçисем халĕ черетпе урпа уйне куçаççĕ.

Курнавăшсен ытти уй-хирĕсем те ытармалла мар илемлĕ: рапс, çĕрулми лаптăкĕсем – пысăк тухăç шантараççĕ.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 705 гектар акса çитĕнтернĕ «Урожай» ОООра та пирвай кĕр тыррисене çапса тĕшĕлеме тытăннă. Йĕтем хуçалăхне çĕнĕ тырра йышăнма малтанах тĕплĕн хатĕрленĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code