Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренекенсене йышăнма хатĕр

Вĕренекенсене йышăнма хатĕр

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова ертсе пынă ушкăн Елчĕкри «Шевле» ача садĕнче, ача-пăча искусство шкулĕнче тата Аслă Елчĕк, Кивĕ Эйпеç, Кушкă, Шăмалак, Лаш Таяпа шкулĕсенче пулчĕ.

«Шевле» ача садĕнчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн комисси членĕсем кашнинчех кăмăллă юлаççĕ. Пĕр кăлтăк та тупаймăн кунта – картишĕнче те, çуртра та таса та тирпейлĕ. Ырă тĕллевпе пурнăçланакан ĕçсем курăмлă. Кунти педагогсемпе ытти ĕçченсем ачасен кăмăлне çĕклес, вĕсене илеме тата хăтлăха туйса ÿсме пулăшас, тавра курăмне ÿстерес тĕллевпе яланах шыравра. Кунсерен ĕçе кĕртекен çĕнĕлĕхсене пула 95 ача вырнаçмалăх ача сачĕ çулсерен капăрлансах пырать. Пысăк фантазиллĕ ĕçченсем чун-чĕре ăшшине хурса тĕрлĕ материалтан ăсталанă сăн ÿкерчĕксен рамисем, пукане-теттесем /вĕсене лавккара туяннисенчен уйăрма та çук/, ача сачĕн пурнăçне сăнарлакан сăн ÿкерчĕксемпе картинăсем, стендсем – пурте комисси членĕсен ырлавлăн тинкерекен куçĕсен тĕлне пулчĕç.

Чечекпе тулнă ача сачĕн картишĕнчи шăпăрлансем вылякан лаптăка илемлĕ кÿлепесемпе çĕнетнĕ, кунтах кĕçĕннисене çут çанталăкпа тачă çыхăнура пулма пулăшас, ăна туйма тата хаклама май парас тĕллевпе метеоплощадка хута янă.

– Ачан яланах ыйту нумай. Çут çанталăк пулăмĕсемпе çыхăннисем пушшех те. Ăна сăнама, унпа çывăхрах пулма тата тĕрлĕ ыйту хуравне тупма май парĕ çак лаптăк, – кăмăллăн пĕлтерет Наталия Петрова ертÿçĕ.

Коллективпа, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан ертÿçĕ ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынăран ĕç кал-кал пырать.

Аслă Елчĕк шкулĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне классене, столовăя, спортзала сăрласа тирпейленĕ. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне халалласа хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ стенд, шкул çумĕни «Березка» ача сачĕн картишĕнчи вăйă площадкинчи çĕнĕ кÿлепесем те тÿрех куç тĕлне пулчĕç.

Çывăх вăхăтра республикăри тата вырăнти бюджетсенчен уйăракан укçа-тенкĕпе ача сачĕн чÿречисене улăштарма хатĕрленеççĕ, çавăн пекех шкул картишĕнче волейбол площадки хута ярас кăмăллă Аслă Елчĕксем.

– Паянхи кун спонсор пулăшăвĕсĕр мала кайма çук. Пулăшма ăнтăлнăшăн тата яланах ăнланса пынăшăн ашшĕ-амăшне, Валерий Падуева, Сергей Горшкова тата ытти предпринимательсене чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатпăр, – тет шкул ертÿçин тилхепине нумаях пулмасть алла илнĕ Николай Волков ертÿçĕ.

Кивĕ Эйпеç шкулĕнче те нумай ĕç пурнăçланă. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлни сисĕнет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче директор пулма çирĕплетнĕ Галина Осипова ушкăнпа пурнăçланă ĕçсемпе пысăк хавхаланупа паллаштарчĕ. Шкул стенисемпе урайне, классене, чÿречесене урам енчен те сăрласа капăрлатни çурта çутатсах янă. Шкул умĕнчи картана сăрлама, котельнăй тăррине юсама та вăй çитернĕ кунта, электропралуксене улăштарса çĕнĕ светильниксем вырнаçтарнă. Ача садĕнче те пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ – вылямалли пÿлĕмĕн урайне улăштарса линолеум сарнă. Комисси членĕсем ачасене уçăлма илсе тухакан площадкăна çĕнетнине те тÿрех асăрхарĕç. Асамат кĕперĕ пек евĕрлесе сăрланă карта, таканккипе тенкелсем çĕнĕ тĕс илнĕ. Юмахри хаваслă кÿлепесем кунти ĕçченсемпе вĕренекенсенне анчах мар, иртен-çÿренĕн кăмăлне те çĕклеççĕ. Юсав ĕçĕсем ирттерме ашшĕ-амăшĕ тата Леонид Григорьев уйрăм предприниматель пулăшса пыни пирки хыпарларĕ коллектив. Кăçал пуçласа шкул территорийĕнчи пушă выртакан çĕр лаптăкне ĕçе кĕртсе çĕр улми тата ытти пахча çимĕç тухăçлă çитĕнтернĕ кунта.

Кушкă шкулĕ умне çитсе чарăнма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Шкул карти умĕнчи лаптăкри, картишĕнчи тата ача сачĕн вăйă площадкинчи тĕрлĕ хатĕртен ăсталанă кÿлепесем илемлĕх тĕнчине лекме пулăшаççĕ. Шкулта та чылай ĕç пурнăçланă, классемпе коридорсене, спорт залне çĕнетнĕ, чăваш чĕлхипе литература, химипе биологи пÿлĕмĕсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Медицина пÿлĕмĕн стенисене сăрланă, ача сачĕн вылямалли лаптăкне çĕнĕ карта тытса çавăрнă.

Шăмалаксем те пĕлÿ çуртĕнче тирпейлĕхпе илемлĕх, хăтлăх хуçалантăр тесе чылай тăрăшни курăнчĕ. Шкул умĕнчи крыльца тăррине улăштарнă, 2 класра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, пĕрремĕш тата 2-мĕш хутсенче туалет пÿлĕмĕсем хута янă. Ертÿçĕре чылай çул тăрăшнă Галина Дементьева тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн кунта уйăх каялла шкул директорĕ пулма Ираида Васильевăна çирĕплетнĕ.

Лаш Таяпа шкулĕнче тăрăшакансем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе чылай ĕç пурнăçланă. 4 класа тĕпрен юсанисĕр пуçне 2-мĕш хута хăпаракан картлашкасене сăрланă, чÿречепе светильниксене улăштарнă, шкул çумĕнчи ача садĕнчи хăш-пĕр пÿлĕмре линолеум сарнă. Çурта çĕнетес ĕçре ашшĕ-амăшĕ, асăннă шкулăн выпускникĕсем, уйрăмах Владимирпа Николай Меметовсем, пысăк пулăшу параççĕ, – кăмăллăн пĕлтерет Лаш Таяпа шкулĕн директорĕ Ирина Чернова.

Тĕрлĕ службăна пĕрлештерекен ушкăнсем районти шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине кашни çулах пысăк йышпа тĕрĕслени çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме май парать. Пушар хурал, Елчĕкри газ участокĕн ĕçченĕсем ырă енсене палăртнисĕр пуçне хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăрхарĕç. Вĕренекенсен сывлăхĕпе пурнăçĕ, хăрушсăрлăхĕ уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Вăхăтра асăрхайман кашни кăлтăк пысăк инкек кăларса тăратма пултарнине асрах тытмалла. Ятарлă служба ĕçченĕсем персонал йĕркене пăхăнса тата яваплăха туйса пурнăçланине çирĕп тĕрĕслерĕç, пушар сигнализацийĕсем тивĕçлĕ ĕçленипе, вут-çулăм сÿнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ пулнипе тĕплĕн паллашрĕç. Елчĕкри искусство шкулĕнче пушар сигнализацийĕ ĕçлеменнине, Аслă Елчĕкри «Березка» ача садĕнче тата Шăмалак шкулĕнче пушар вăхăтĕнче усă курмалли шыв управĕсем тулли маррине тата ытти чылай шкулта вак-тĕвек çитменлĕхсене асăрхарĕç вĕсем. Ертÿçĕсем вĕсене вăхăтра пĕтерме шантарчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Кивĕ Эйпеç шкулĕ çумĕнчи ача садне ачасем хаваспах çÿреççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code