Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курнавăш чиркĕвĕ шанчăклă алăра

Курнавăш чиркĕвĕ шанчăклă алăра

Иисус Христос Туррăмăр çуралнин ячĕллĕ Курнавăшри чиркĕвĕнче пулса курма кăмăллă: чиркÿ тăрринчи хăватлă хĕрес, ылтăн тĕслĕ куполсем вăй! выляса çутални чуна канăçлăх кÿреççĕ. Турă çуртне, картиш йĕри-таврашне тирпейлĕхпе хăтлăх кĕртессишĕн канăçне пĕлмесĕр тăрăшакан Анатолий Емельянов протоиерей ертсе пынипе тăтăшах пурнăçлакан пысăк ĕçсене курса пĕр тĕлĕнетĕн, пĕр савăнатăн.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле иртнĕ кунсенче кунта пулнă май, çакна тепĕр хутчен курса ĕнентĕмĕр. Николай Петрович чиркÿ картишне брусчатка саракан строительсемпе тĕл пулчĕ. Пĕр хушаматлă Мартышкинсем – Владимир, Николай, Вадим, Руслан тата Сергей, вĕсемпе пĕрле Алексей Сидоров, Юрий Иванов хăйсен чун-чĕри хистевĕпе сăвапшăн чиркĕве пулăшса ĕçлесе пама килĕшнĕ. Чиркÿ настоятелĕ Анатолий атте:

– Турă пилленипе, Турă çул кăтартса пынипе иртнĕ çул чиркĕве шал енчен реставраци турăмăр: ÿтсĕр, куçа курăнман ангелсемпе архангелсен икон-фрескисене стенасемпе мачча çине вырнаçтартăмăр, – терĕ. Кăçал вара ахаль те илемлĕ, рай пахчинчи евĕр, çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннеччен чечек ăшĕнчи чиркÿ картишне тата ытларах хăтлăх кĕртме шутланă – 600 тăваткал метра яхăн брусчатка сараççĕ. Халĕ кунта ĕç шăпах хĕрсе пынă вăхăт. Тимĕртен авса тунă анлă хÿмерен вăл питех те илемлĕ, килĕшÿллĕ курăнмалла. 80 метра яхăн тăршшĕ чухлĕ çак хÿмене те иртнĕ çул тытнă, унăн çумĕпе çуран иртсе çÿрекен сукмака плита сарса такăрлатнă. Чиркÿ варрипе тĕлме-тĕл тăрăллă виткĕч айне усал шыçă ?рак/ чирĕнчен сыхлакан, сывалма та пулăшакан Всецарица Турăшне вырнаçтарнă. Кĕл тумалли вырăна çынсем кирек хăш вăхăтра пырса тропарь вулама, йăлăнса ыйтма пултараççĕ. Çĕрлехи вăхăтра кунта кĕл тума пыракансем валли меллĕ майсем туса парас тесе çутă та вырнаçтарнă. Сăмах май, Курнавăш чиркĕвĕ çĕрлехи вăхăтра мĕнпур енчен ялтăр çутăпа çиçет. Çакă ялăн Тĕп урамне тата ытларах илем кÿрет.

Урама, çын çÿрекен вырăна вырнаçтарнă Всецарица Турăшĕ пирки калас пулсан, унăн историйĕ кăсăклă. 4 çул каялла çуркунне Кÿлĕ кассинче пурăнакан Мария Васильевăпа унăн ывăлĕ Алексей, Зоя Лапина тата Роза Смирнова кÿлĕ çывăхĕнче çатăрка ăшне чĕркенĕ çак Турăша тупнă. Ăна çийĕнчех чиркĕве илсе пынă, тасатса алтаре вырнаçтарнă. Çĕнĕлĕхсене алла илессине – мĕн лайăххине вырăнта ĕçе кĕртессине малти вырăна хуракан Анатолий протоиерей час-часах сăваплă вырăнсене тухса çÿренĕ май, унтан таврăннă хыççăн чиркÿре мĕн тумаллине, улăштарса çĕнетмеллине шыраса тупатех. Кирек хăш вăхăтра пырса кĕл тума май паракан вырăна та вăл Чăваш Ен тата Шупашкар епархийĕн Митрополичĕ Варнава Владыка ертсе пынă ушкăнпа Иерусалим çĕршывĕнче пулнă чухне курса таврăннă. Ун хыççăнах тупнă Всецарица Турăшне Иерусалимри пек – урама, çын çÿрекен вырăна вырнаçтарма шут тытнă. Çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăна çывăх юлташĕ, ÿнер ăсти, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Васильев пулăшнă.

Турра парăннă Анатолий аттене чиркÿре строительство ĕçĕсене пурнăçлама пулăшма тăрăшакан çынсем те нумаййăн. Халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн вăйне-сывлăхне шеллемесĕр тимлекен çак ырă çынна Турă Хăй пулăшса пырать…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code