Среда, Сентябрь 23, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушар, налук… Лăпланма сăлтав çук

Пушар, налук… Лăпланма сăлтав çук

Тунтикун район администрацийĕн ларусен залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял пуçлăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пычĕ.

Малтанах Леонард Васильевич «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăри тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан Марина Солинăна иртнĕ суйлав кампанийĕнче участокри комисси секретарĕн тивĕçне çÿллĕ шайра тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Районта эрнесерен сахал мар мероприяти йĕркеленет. Иртнĕ çичĕкунлăхра пулнă чи пĕлтерĕшли – Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă тĕлпулусемпе презентацисем, куравсем, ăмăртусем. Паллă кун тĕлне Паттăрăн мăнукĕ – Владимир Анатольевич аслашшĕ çинчен хулăн кĕнеке кăларнă. Халĕччен пичетре кун çути курман архив докуменчĕсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетнĕ издани патриотла воспитани парас ĕçре сумлă вырăн йышăнма кирлĕ. Унпа районти тĕп вулавăшра паллашма май пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ хальхи канашлура та пушар хăрушлăхĕ пирки чарăнмасăр иртме пултараймарĕ, мĕншĕн тесен сисчĕвленмелли сăлтавсем çук мар. Кăçал уйрăм çынсен тимсĕрлĕхне пула районта 12 пушар тухнă, вĕсенче тăватă çын пурнăçĕ татăлнă. Ялсенче пурăнман пушă çуртсем питĕ нумай. Вĕсем ача-пăча инкек кăларса тăратмалли çăлкуç ан пултăрччĕç. Çавăнпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çавнашкал «тăлăх» объектсене шута илмелли, май пур таран пăсмалли пирки хушса хăварчĕ Леонард Васильевич.

Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ иртнĕ çур çул кăтартăвĕпе 158 миллион та 315 пин тенкĕпе танлашнă. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина каланă тăрăх, ку вăл çулталăк планĕн 45,7 проценчĕ. Пĕрлештернĕ бюджетăн пысăк пайне уйрăм çынсенчен кĕрекен налуксем йышăнаççĕ – вăл пурĕ 19 млн та 614 пин /54,9 процент/ тенкĕпе шайлашнă. Налук пуçтарассине кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ куллен пурнăçламалли тивĕç вырăнне хумалла. Пурлăх, çĕр налукĕсен укçи-тенки пĕтĕмпех вырăна юлать-çке.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ ведомство тулашĕнчи комисси малашне икĕ эрнере пĕр хутчен хăйĕн ларăвĕсене ял тăрăхĕсенче ирттерĕ. Апла пулсан налук пуçтарас, ĕç укçи вăхăтра тÿлес, çĕрпе пĕлсе усă курас тата ытти нумай ыйтăва вырăнтах татса парĕç.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун тĕлне çичĕ хуçалăх тыр-пул пухса кĕртессине пĕтĕмпех вĕçленĕ. Эрне вĕçлениччен асăннă ĕçе районĕпех пĕтерме тĕллев лартнă. Эппин хĕвеллĕ кунсен майĕпе туллин усă курмалла.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code