Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 88 процент вырнă. «Прогресс», «Труд», «АСК-Яльчики», «Сатурн», «Рассвет», «Победа», «Комбайн», «Кушкă», «Энтепе», «Авангард» хуçалăхсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç районĕпе 26,7 центнерпа танлашать.

Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕç кашни хуçалăхрах вĕçленнĕ. Пурĕ 6901 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Районĕпе 23 процент кĕрхи çĕртме сухи тунă. «Комбайн», «Победа», «Клевер» хуçалăхсенче 40-шер процент ытла пурнăçланă.

Кĕрхи культурăсене 16 процент акнă. «Прогресс» АХО асăннă ĕçе 57 процент, «Нива» ООО 75 процент пурнăçланă. Кĕр тыррисене акма Ленин ячĕллĕ, «Эмметево», «Яманчурино», «Комбайн», «Клевер» хуçалăхсенче те пуçăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code