Суббота, Сентябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

«Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

Урампа утса пырать-и вăл е çăмăл машина рульне тытса пырать – çак вăтам пÿ-силлĕ, пит-куçĕнче яланах хĕвел шевли вылякан çутă сăн-питлĕ учителе арçынсем алă парса сывлăх сунаççĕ, çăмăл машинисене кăшкăртса, урăхла каласан, пуçĕсене хисеплĕн тайса иртсе каяççĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм ăна чун-чĕререн хисеплесе калаçнине пĕрре мар илтнĕ.

– Чăн-чăн вĕрентекен вăл, пирĕншĕн «иккĕмĕш атте» вырăнĕнче пулнă, – теççĕ ун пирки сăмах пуçарсан выпускниксем.

Хăй вăхăтĕнче Сергей Витальевич тăрăшулăхне пула 10-11 классенче вĕренекенсем аттестатпа пĕрле водитель удостоверенине те илнĕ. Сахалтан та 120 ача çак хушма пĕлÿшĕн тав тăвать ăна.

Арçын ачасем, вĕсене технологи предметне вĕрентнĕрен, ытларах ун çумĕнче пулма тăрăшаççĕ. Пуласлăхра кашни ĕçре çыпăçулăх кирлине, хăй пекех сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пурнăçра пысăк ÿсĕмсем тума пулăшнине ăнлантарать вăл, аслă шкулсенче пĕлÿ пухакан выпускниксене тĕслĕх вырăнне хурать.

Шкулти мастерской самантлăха та ача-пăчан шăкăл-шăкăл калаçăвĕнчен татăлмасть. Мĕн кăна ăсталама вĕренмеççĕ Сергей Витальевич вĕренекенĕсем. Хăй те ачаран пуртă-пăчкăпа, чертежпа аппаланма юратнăскер, Тăрăмри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан тÿрех Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă. Алла технологи, черчени предмечĕсене вĕрентекен специальноç илнĕ çамрăка Тăрмăшри вăтам шкула ĕçлеме янă. Хăй суйласа илнĕ профессине чунтан парăннăскер кĕске вăхăт хушшинчех ачасемпе, коллективпа пĕр чĕлхе тупнă. Унтан ăна Совет çарне илнĕ. Икĕ çул Камчаткăра пограничникре службăра тăнă каччă арçын тивĕçне пурнăçласан тăван шкулах ĕçе вырнаçать. Кунта 10 çул стаж пуçтарса пысăк опыт пухнă май пултарулăхĕпе ăсталăхне район шайĕнче пĕрре мар кăтартать вăл. 2001 çулта хастар вĕрентекене Елчĕкри шкула ĕçлеме чĕнеççĕ. 18 çул хушшинче Сергей Витальевич хăйĕн предметне лайăх пĕлнине, ачасене ĕçе хăнăхтарассишĕн пĕтĕм опытне, вăхăтне, пултарулăхне панине пурте пĕлеççĕ.

– Пур ача та пултаруллă. Кашнин туртăмĕ пĕрешкел мар, паллах. Ачан чун ыйтнине тупсан, интересĕпе кăсăклансан унăн пĕлĕвĕпе ăсталăхне аталанма пулăшасси пирĕн тĕп тивĕç, – тет вăл сăпайлăн.

С.Долгов вĕренекенĕсем районти тĕрлĕ конкурссене, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене тăтăшах хутшăннине, юлашки çулсенче уйрăмах курăмлă çитĕнÿсем тунине пурте курса тăратпăр. Асрах-ха, 2007 çулта унăн вĕренекенĕ Андрей Архипов технологи предмечĕпе пуçласа республика призерĕ пулса шкул чысне çÿле çĕклени. Ун хыççăн Михаил Баранов, Сергей Уфуков, Сергей Баранов, Алексей Егоров, Евгений Карпов, Сергей Петров /виçĕ çул!/ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти шайĕнче призлă вырăнсемпе палăрнă. Пĕлтĕр вара Николай Петров Раççейри олимпиадăра призлă вырăн йышăнчĕ. Кăçал та унăн вĕренекенĕ Андрей Данилов технологипе регионти вĕренекенсем хушшинче çĕнтерсе Раççей шайĕнче хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. Анатолий Нягин вара регионти призер пулса савăнтарчĕ.

Кашни вĕренекен учитель пулăшăвĕпе тĕрлĕ конструкци хатĕрлет. Сергей Витальевич черчени вĕрентни те ку чухне пысăк витĕм парать. Кăçал Санкт-Петербургри тупăшăва хутшăннă Андрей Данилов сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ача валли сĕтел-пукан ăсталанă. Çитĕнÿ тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулманнине олимпиадăна хутшăнакан кашни вĕренекен лайăх ăнланать. Ал ĕçне ăсталанисĕр пуçне проекта пĕлсе те ĕненмелле хÿтĕлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анлă тавра курăмсăр, кĕнекесене шĕкĕлчемесĕр малалла пĕр утăм тăвайманнине ăнлантарать те вĕрентекен. Çавăнпа та уроксемсĕр пуçне нумай сехет пĕрле лараççĕ, тĕпчеççĕ, ĕçлеççĕ. Вун-вун ача ун патне туртăнать ку чухне.

Технологи предмечĕсĕр пуçне Сергей Витальевич ÿкерес ăсталăха та хăнăхтарать. Оля Парферьева, Юлия Доброхотова, Дима Мурзин, Василиса Ефремова, Валя Муллина выпускниксен, Настя Московская, Настя Мальцева, Ульяна Никонова, Юлиана Васильева вĕренекенсен ÿнер ĕçне уйрăмах ырлать. Вĕсен ĕçĕсем районти тĕрлĕ конкурссенче мала тухаççĕ, пултаруллă хĕр ачасем выставкăсене çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем тăратаççĕ. Акă, Ксения Алексеева республикăри «Позвони» конкурсра призлă вырăн çĕнсе илнĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Сергей Витальевич саккăрмĕш кадет класне ертсе пырать. Класри кашни ачана витĕр пĕлет, кама мĕнле пулăшмаллине лайăх курса тăрать, ырă сĕнÿ-канашпа хавхалантарма майсем тупать. Унăн вĕренекенĕсем республикăри «ЮНИТЭКС» центрĕ йĕркелекен конкурссене тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа хутшăнаççĕ. «Поиск» наукăпа практика конференцийĕнче Никита Долговпа Анатолий Нягин республикăра палăрнинче каллех класс ертÿçин тÿпи пысăк.

Тĕлĕнетĕн педагогран: епле кашни ача патне çул тупать вăл? Арçын ачасем кăна мар, хĕр ачасем те унран тĕрлĕ канаш ыйтаççĕ. Килте ашшĕ-амăшне калайман шухăшĕсене уçса параççĕ. Çакă мар-и Турă педагог пулма пиллени?

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасен пултарулăхне аталанма пулăшакан, вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра мала тухнă е призлă вырăн йышăннă педагогсене пысăка хурса хаклать, çулсерен хавхалантару премийĕсемпе чыслать. Кăçал та вăл, иртнĕ çулхи пекех, 75 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ.

– Республика Пуçлăхĕ педагогсен ĕçне хаклани питĕ савăнтарать, малалла çанă тавăрса, хавхаланса ĕçлеме хистет, – тет Сергей Витальевич.

Районта кăна мар, республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ педагог çĕршыв шайĕнче палăрмалли ĕçшĕн хăйĕн кĕсйинчен миçе пин тенкĕ тухса кайнине, çĕр çывăрман каçсене шутлама хăнăхман. Чи кирли – ачасене хавхалантарни, вĕсем хăйсен пултарулăхне шанни, малалла талпăнни.

Сергей Долговăн вĕренÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн панă Хисеп хучĕсем йышлă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Тав хучĕсенчен те маларах хăйĕн вĕренекенĕсен юратăвне, хисепне мала хурать.

Районти шкулсенчи технологи учителĕсем хăйсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулма та шаннă ăна. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларас тесе пĕрлешĕвĕн ĕçне йĕркелеме сахал мар тимлĕх уйăрать вăл. Тĕрлĕ канашлу-пухусенче ĕç опычĕпе паллаштарать, вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене кĕртсе пыма тăрăшать.

– Тепĕр хут çуралса алла професси илме тивсен те эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм. Чуна çывăх ĕç ку маншăн. Мана вĕрентнĕ учительсен пархатарлă ĕçне сума сунăран, вĕсем пек пулма тăрăшнăран пĕр класран çиччĕн педагог профессине суйласа илтĕмĕр, – пĕлтерет вăл.

Ачасен çывăх юлташĕ савнă мăшăр, ытарайми атте, ĕçчен ывăл пулни пĕрре те иккĕлентермест. Долговсен çемйинче, Сергей Витальевичăн мăшăрĕ Галина Егоровна Тăрăмри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшать, икĕ ача çитĕнет. Дашăпа Никита Елчĕк шкулĕнче вĕренеççĕ. 81 çулхи амăшĕ, Зоя Егоровна, ывăлĕн çемйипе тату пурăнать, çамрăксем шăкăл-шăкăл калаçса пурăннине курса чун-чĕререн савăнать.

Сергей Долгов çĕнĕ вĕренÿ çулне тулли кăмăлпа кĕтсе илет. Çу каçса ачасемшĕн пит тунсăхласа çитнĕ вăл…

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Долгов Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн пĕлтĕрхи призерĕпе Николай Петровпа, варринче – шкул ачин Раççейре призлă вырăн çĕнсе илнĕ ĕçĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code