Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ветерансем канашланă

Елчĕкри тĕп вулавăшра районти ветерансен канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва хутшăннисем чи малтанах Чăваш Республикин вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хурал органĕсен ветеранĕсен общество организацийĕн Уставĕпе çыхăннă ыйтăва тишкернĕ. 2020 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çак паллă куна халалласа йĕркелекен ĕçсемпе тата конкурссемпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă аслă ăрурисем.

Çывăх вăхăтра ветерансен канашĕ вырăна тухса йĕркелекен черетлĕ семинара Тăрăм ял тăрăхĕнче ирттерме, çавна май асăннă ял тăрăхĕнчи ветерансен пуçламăш организацийĕн /ертÿçи В.Кириллов/ ĕç-хĕлĕпе паллашма палăртать.

 

«Асăрханăр, ачасем!»

Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех партăсем хушшине ларĕç. Вĕсене вĕренĕве тÿрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çÿреме хăнăхма та йывăртарах.

Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах «Асăрханăр, ачасем!» профилактика операцийĕ иртет. Патшалăх автоинспекцийĕ ашшĕ-амăшне ачисене çул-йĕр правилисем пирки аса илтерсех тăма ыйтать. Аслисен кĕçĕннисене ясли-сада, шкула леçнĕ чухне çул çинче кашни вырăнпа тĕплĕн паллаштармалла, çул урлă хăш вырăнтан каçмаллине, ялан тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Тĕттĕм вăхăтра водитель асăрхатăр тесе çутатакан детальсемлĕ ятарлă тумсем тăхăнмаллине асра тытар.

 

Çемьесем тимлĕхре

ШĔМĕн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун районта 14 ăнăçсăр çемье ?вĕсенче çул çитмен 24 ача çитĕнет/ тата 12 «йывăр» ача учетра тăрать.

Августăн 18-27-мĕшĕсенче иртнĕ «Подросток» операци вăхăтĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулса рейдсем йĕркеленĕ. Çавна май вĕсем ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан çемьесенче пулнă, вĕсенче çитĕнекен ачасемпе уйрăммăн курнăçнă.

 

Черетлĕ кĕнеке

Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографирен пĕлтернĕ тăрăх, издательствăра «Мы из рода победителей» ятлă кĕнекен малтанхи экземплярĕсем пичетленсе тухнă. Унта Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, службăна Совет Союзĕн, каярахпа Раççейĕн Германири çарсен ушкăнĕнче ирттернĕ çĕр-çĕр салтакпа офицер çинчен кăсăклă каласа панă очерксемпе тĕрленчĕксем, тĕплĕ информацисем вырнаçтарнă. Пĕтĕм Раççейри ГСВГ ассоциацийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Николай Павлов пĕлтернĕ тăрăх, кĕнеке хаклавĕ августăн 31-мĕшĕнче 10 сехетре, районти тĕп библиотекăра иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code