Пушар мĕн пур пурлăха кĕл-кăмрăка çавăрать, этем пурнăçне татать.
Шел, республикăра вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Чăваш Енре 574 пушар пулнă /августăн çурри тĕлне/. Пĕлтĕр çак тапхăрта – 538 /6,7 процент нумайрах/ пушар регистрациленĕ.
Вĕсенче 44 çын пурнăçĕ татăлнă /иртнĕ çул – 37/, 52 çын суранланнă /46/.
Малтанхи ултă уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан вут-çулăмпа çыхăннă лару-тăру Улатăр, Канаш, Шăмăршă, Тăвай, Вăрмар районĕсенче, Канаш тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăткăс.