тавра калаçу пычĕ учительсен йăлана кĕнĕ августри канашлăвĕнче.
Педагогсен кăçалхи уçă калаçăвне – секци занятийĕсене Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ирттерни ыт ахальтен мар. 14 секцине пуçтарăннă 300 ытла педагог чи малтанах самана таппипе тан утакан шкулпа тĕплĕн паллашрĕç. Виктор Карчиков директор ертсе пыракан туслă коллектив тăрăшулăхне пула классенче те, коридорта та çĕнĕ стендсем вырнаçтарнă, шкул варкăш çил пек ыткăнса кĕнĕ çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн малалла талпăнать, ачасен пĕлÿ шайĕ, патриотла туйăмĕ çулсерен ÿссе пырать. Шкул территорийĕнче, шалта калама çук илемлĕ те çутă, хăтлă. Тирпейлĕхе педколлектив пĕр-пĕрне ăнланса, ачасене юратса пурнăçлани куçкĕретех.
Юлашки çулсенче вĕренÿ заведенийĕ ачасене тарăн пĕлÿпе воспитани парас енĕпе çитĕнÿсемпе палăракан Раççей ялĕсенчи чи лайăх 300 шкул йышне кĕни тата епле савăк та ырă пулăм.
Кăçалхи вĕренÿ çулне Çирĕклĕ Шăхальсем шкул çурчĕ çине пысăк та илемлĕ баннер вырнаçтарнă. Унсăр пуçне спортзала тĕпрен çĕнетнĕ. Физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăра район, республика чысне çÿле çĕклекен вĕренекенсене вăй-халне, сывлăхне тĕреклетме, Олег Осипов учителе ачасемпе тата пысăк ÿсĕмсем тума хăтлă та çутă спорт залĕ питĕ вырăнлă.
Секци занятийĕсенче малашлăх тĕллевĕсене палăртнă хыççăн педагогсем ялти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Фойере кашни шкулпа ача сачĕн ĕç-хĕлĕпе паллашма май пулчĕ. Кунтах Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсен халăх инструменчĕсен ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Районти тĕп библиотека йĕркеленĕ выставкăпа паллашакансем, çĕнĕ учебниксемпе пособисем туянакансем те йышлăн пулчĕç.
Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсемсĕр пуçне канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, ял тăрăхĕсен, райадминистраци пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый «Муниципаллă вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕн контекстри тĕп стратеги паллисем: ÿсĕмсем, çивĕч ыйтусем, малашлăх» темăпа доклад турĕ.
– Муниципаллă вĕренÿ тытăмĕн иртнĕ çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсем пĕр енчен савăнтараççĕ, тепĕр енчен тарăн шухăша яраççĕ, – пуçларĕ хăйĕн докладне Леонард Васильевич.
Шкулсенче сахал комплектлă классем ытларах пулни, ачасен шучĕ çулсерен чакса пыни педагогсене хăйсен специальноçĕпе туллин, тивĕçлипе ĕçлеме май памасть. Çавăнпах ял шкулĕсенче, калăпăр, физика, биологи, географи, хими тата ытти предметсемпе вĕрентекенсен ирĕксĕрех çĕнĕ специальность илме тивет. Паллах, хăй чунтан суйласа илнĕ профессие юратакана тепĕр çĕнĕлĕхе хăнăхса пыма пĕрре те çăмăл мар. Паллах, ку чухне ачасен пĕлĕвĕ, учителĕн ĕç пахалăхĕ пирки те питех шухăшлаймăн. Çавăнпах сахал ачаллă шкулсене никĕс шкулсем çумне пĕрлештерес шухăш мала тухса тăнă та. Кăçал шăпах Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа, Хăвăлçырма шкулĕсем Елчĕкпе Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулсен филиалĕсем пулса тăрĕç. Çакă сахал ачаллă шкулсенчи чылай çивĕч ыйтăва татса пама май парĕ.
Районти вĕренÿ тытăмĕнче 18 учреждени: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем – 12 /7 вăтам, 5 тĕп/, шкул çулне çитмен, хушма пĕлÿ паракан 3-шер учреждени тата психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр. Районта ачасене паха тата ăса хывмалли пĕлÿ илмелли мĕнпур кирлĕ услови пур. Кăçал районти шкулсенче 1769 вĕренекен пĕлÿ илĕ, вĕсенчен пĕрремĕш хут шкула ура ярса пусакансем – 149 шăпăрлан. Ача сачĕсене 252 воспитанник çÿрĕ, хушма пĕлÿ илекен ачасен йышĕ те пĕчĕк мар – 1154.
Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистенĕрен шкулсем кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кашни шкултах учительсемпе ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсе юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланă, столовăйсене çĕнетнĕ, Роспотребнадзор сĕнĕвĕпе хальхи йышши сĕтел-пукан туяннă тата ытти те. Кăçал Çĕнĕ Пăвари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсенче спорт залĕсене тĕпрен юсанă. Физкультура занятийĕсене туллин ирттерме условисем туса пама федераци бюджетĕнчен 1905 пин, республика, район бюджечĕсенчен 121500-шер тенкĕ уйăрнă.
12 автобус 39 ял ачисене 35 маршрутпа никĕс шкулĕсене вĕренме турттарать. Кунне пĕр автобус 65 çухрăм чупать. Калама кăна, район бюджечĕ ачасене турттарма, шкул автобусĕсене тытса тăма кăна 3,5 миллион тенкĕ ытла расхутлать. Çакна та палăртмалла: район бюджечĕн 53,1 проценчĕ вĕренÿ тытăмĕпе тăкакланать. Çавна май Леонард Васильевич учрежденисене вĕренÿ çулне хатĕрленĕ, шкулсенчи çивĕч ыйтусене татса панă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина тав турĕ.
Федераци стандарчĕсем ĕçе кĕрсе пынă май пурнăç вĕрентекенсене ĕç çине пысăк ăсталăхпа, тарăннăн пăхма, пĕлÿпе тавра курăма çулсерен мар, кунсерен ÿстерме хистет. Районта 284 педагог /вăл шутран 252-шĕ шкулта/ тăрăшать. Учительсен 94,7 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, пĕрремĕш квалификаци категорийĕ илнисем – 176, аслă категориллисем – 76. Иртнĕ çул 75 педагог ятарлă курссенче пĕлĕвне тарăнлатнă.
Юлашки çулсенче педагогсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тивĕçлĕ хак парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул вĕрентекенсен вăтам шалăвĕ 22222,8 тенкĕпе, воспитательсен 19042, хушма пĕлÿ паракансен 21489,4 тенкĕпе танлашнă.
Районти педагогсен кадрĕ чылай çул хушши тăн-тăн, çирĕп тăрать. Çапах та юлашки вăхăтра вĕренÿ тытăмĕнче те кадрсен выçлăхĕ сисĕнет.
Вĕренÿ тытăмĕнчи тĕп фигура – учительпе воспитатель. Паянхи условисенче çĕннине уçма хăраман, аваллăха аталантарса малалла ăнтăлакан педагог профессионалтан ыррине кĕтме пулатех. Хăйсен професси ăсталăхне педагогсем «Çулталăк воспитателĕ», «Чи класлă класснăй», «Çулталăкри вĕрентекен» конкурссенче питĕ лайăх кăтартса параççĕ. Кăçалхи районти çĕнтерÿçĕсем – «Чебурашка» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Мудрецова, Елчĕкри вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ Галина Григорьева, Курнавăшри ют чĕлхесене вĕрентекен Елена Светопольская хамăр район чысне республикăра хÿтĕленĕ.
Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн шкул пурнăçне вĕренÿ пахалăхне ирĕклĕ паллă лартасси, вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ чăннипех мĕнле пулнине тĕрĕс хак парасси кĕрсе пырать. Çавна май иртнĕ вĕренÿ çулĕнче иккĕмĕшсем вырăс чĕлхипе, тăваттăмĕшсем вырăс чĕлхипе, математикăпа тата тăван тавралăхпа, пиллĕкмĕшсем вырăс чĕлхипе, математикăпа, историпе, биологипе, вунпĕрмĕшсем историпе, биологипе, географипе Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсене хутшăннă. ВПР анализĕсем тăрăх республикăри 21 шкулăн кăтартăвĕсене объективлă маррисен йышне кĕртнĕ. Çав йыша Кивĕ Эйпеçри тĕп шкул та кĕнĕ.
Педагогсен пуçламăш тата тĕп шкулсенче вĕренекенсене ытларах вулама хăнăхтарасси, пĕрле сÿтсе явасси, калаçура, çырура хăйсен шухăшĕсене уçса парасси çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Районта пултаруллă ачасене тупса палăртассине, вĕсене тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнтарассине, вĕсемпе уйрăммăн ĕçлессине тĕпе хураççĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем республикăри ăс-хакăл вăййисенче палăраççĕ пулсан, аслă класрисем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисене хастар хутшăнаççĕ. Муниципалитет шайĕнчи олимпиадăна 925 вĕренекен хутшăннă, вĕсенчен 110-шĕ – призер. Çапах та çакна палăртмалла: районти олимпиадăна хутшăннă чылай ачан балĕсем çав тери пĕчĕк. Çакă çивĕч ăслă ачасемпе педагог çителĕксĕр ĕçленине кăтартать мар-и? Таяпа Энтри, Аслă Таяпа, Шăмалак шкулĕсенче пĕлÿ илекенсем пĕри те призлă вырăна тухайман, Тĕмер, Кивĕ Эйпеç, Аслă Елчĕк шкулĕсенчи 1-2-шер ача çеç малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Елчĕкри Сергей Александров, Алексей Данилов, Сергей Долгов, Надежда Кушманова, Венера Тябукова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Олег Осипов, Николай Чернов, Лаш Таяпари Ираида Павлова, Курнавăшри Надежда Кузнецова, Çĕнĕ Пăвари Леонелла Пупина учительсем ачасене регион шайĕнчи олимпиадăсене хатĕрлес енĕпе пысăк опыт пухнă. Кăçал 9-11 классенчи 42 вĕренекен 14 предметпа хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартнă, вĕсенчен 3 çĕнтерÿçĕ тата 14 призер тухнă. Регионти пилĕк çĕнтерÿçĕ Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççей шайĕнче хÿтĕленĕ, Елчĕкри Андрей Данилов технологипе, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Даниил Козлов физкультурăпа /ертÿçисем Сергей Долговпа Олег Осипов/ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ.
Вĕренÿ облаçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ аспектсенчен пĕри вăл – патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ. Кăçал 185 выпускник ППЭ, тăххăрмĕшсем 4 предметпа обязательнăй йĕркепе экзамен тытнă. Шел пулин те, тăххăрмĕш класс пĕтерекен 6 ача патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухайман. Çавăн пекех районти выпускниксем физика предмечĕпе патшалăхăн пĕрлехи зкзаменĕнче 80 балл та пуçтарайманни шухăша яратех.
Районта 610 пепке ача-пăча садне çÿрет. 3-7 çулсенчи шăпăрлансен черечĕ пачах çук. 47 воспитатель пепкесен ăнăçлăхĕшĕн тăрăшать.
Шел пулин те, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасем те пур пирĕн. Вĕсене те сыввисемпе пĕр тан, пĕр пек пĕлÿ парас тесе тимлеççĕ, май пур таран вĕренме условисем туса параççĕ. Пĕлтĕр 62 инвалид тата тăлăх ачасене апатлантарма район 175,8 пин тенкĕ уйăрнă.
Çирĕп те тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕренекенсене патриот воспитанийĕ парса çитĕнтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «ЮНАРМИЯ» юхăмне шкулсенчи 312 ача кĕнĕ. Çамрăк армеецсен ĕçне кашни шкултах йĕркелесе яма палăртнă. Вĕренекенсене хушма пĕлÿ илме те районта условисем çителĕклĕ.
2016 çултан шкулсенче «Ĕçе тата хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне 1108 шкул ачи хутшăннă, вĕсенчен кăçал кăна 139 вĕренекен ГТО нормисене пурнăçланă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче 15 шкулта сывлăх лагерĕсем ĕçленĕ. 994 ачана тивĕçлĕ канма вырăнти бюджетран 1794669 тенкĕ уйăрнă. 85 ача хула çумĕнчи лагерьсенче каннă.
Канашлура Çирĕклĕ Шăхалĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Левая, Елчĕкри кадет класĕн ертÿçи Владимир Николаев, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн директорĕ Роберт Григорьев, Лариса Смирнова учитель-логопед хăйсен ĕçĕсенчи çĕнĕлĕхĕсем пирки каласа пачĕç. ЧР ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районти педагогсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç, пысăк çитĕнÿ тунă педагогсене, воспитательсене тĕрлĕ шайри наградăсем парса чыс турĕç.
Канашлура çулсеренех шкул ачисен спартакиадинче çĕнтернĕ шкулсене чыслакан ырă йăлана та манса хăвармарĕç. Патреккелсемпе Елчĕксем кубока чылай çул ĕнтĕ алăран вĕçертмеççĕ.
Педагогсем канашлуран тулли кăмăлпа, пысăк хавхаланупа тухрĕç, кашнийĕшĕ хăй умне çирĕп тĕллевсем лартрĕ пулĕ…
В.КИРИЛЛОВА.