Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хуçалăхра – хĕрÿ ĕç шавĕ

Хуçалăхра – хĕрÿ ĕç шавĕ

«Сатурн» ял хуçалăх предприятийĕнче хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Кĕрхи ĕçсене вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрмашать кашни ĕçчен.

Хуçалăхра кăçал кĕр тыррисене 200 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

– Кĕрхи туллăн «Марафон» сортне илсе килтĕмĕр, вăл лайăх тухăç парасса шанатпăр, – пĕлтерет хуçалăх ертÿçи Юрий Викентьев.

Августăн 28-мĕшĕ тĕлне кĕр тыррисене 80 гектар çинче /67 процент/ акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çак ĕçе Владимир Кукурузов механизатор пĕчченех пурнăçлать.

Хуçалăхра 425 гектар /62 процент/ кĕрхи çĕртме сухи тунă. Кунта Владимир Крысов, ывăлĕпе ашшĕ – Павел тата Михаил Ивановсем хастар ĕçлеççĕ. Владимир Квасов акнă лаптăка пусăрăнтарать.

Улăма тюка хывса фермăна турттарас ĕç те кал-кал пырать. Улăма преслакан Александр Ласточкин, Александр Курчин тата Радик Квасов трактористсем шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: кĕр тыррисене акакан Владимир Кукурузов председатель çумĕпе Петр Купташкинпа канашланă самант.

* * * * *

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенчи йĕтемсенче тыр-пула пÿлмесене кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Вырма ĕçне хутшăннă кашни çын ырă ята тивĕç. «Прогресс» хуçалăхăн Тÿскел ялĕнчи йĕтем çинче вăй хуракан Алексей Ефимов, Дмитрий Андреев, Вера Головина /бригадир/, Александр Чернов, Иван Иванов та кашни ĕçе вăхăтлă та тивĕçлĕ пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code