Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыравччен вăхăт нумай та юлмарĕ

Çыравччен вăхăт нумай та юлмарĕ

2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче пулса иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттересси енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ виççĕмĕш ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ – комисси председателĕ Николай Миллин ертсе пычĕ.

Тĕп ыйтупа – çырава ирттерессипе çыхăннă йĕркелÿ планне çирĕплетесси çинчен çак енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Людмила Горшкова чарăнса тăчĕ. Кăçалхи февралĕн 20-мĕшĕ тĕлне илсен, шутлав тата çырав участокĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Елчĕк район территорийĕнче вырнаçнă 53 ялта хальхи вăхăтра 8838 çурт, вĕсенче ялан пурăнакансен пĕтĕмĕшле хисепĕ вăтамран 16158 çын пулнине шута илнĕ хыççăн пĕр контролерпа /3300-3900 çын/ пĕр çыравçа /550 çын/ мĕн чухлĕ ĕç калăпăшĕ тивĕçме пултарнине шутласа кăларнă. Çапла майпа районта 29 шутлав участокĕ çирĕплетнĕ.

Тĕп уполномоченнăй çырава хутшăнса ĕçлес кăмăллă çынсене пуçтарасси малалла пыни çинчен те аса илтерчĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама, паллах, шанчăклă çынсем кирлĕ.

Çыравччен 6 уйăх анчах тăрса юлать. Николай Миллин лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май юлнă вăхăтпа усă курса пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленессипе пĕтĕм вăя хурса тимлеме кирлине, нумай çуллăха официаллă кăтартусем пулса тăракан халăх çыравне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, çакăншăн яваплă пулса тăракан вырăнсенчи çынсемпе пĕр шухăшлă пулмаллине, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемеллине палăртрĕ. Халăх çыравне ытти çулсенчи пекех çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттересси тĕп тĕллев пулса тăмалла.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code