Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем валли çырнă

Ачасем валли çырнă

Александр Георгиевич Миллин (литературăри псевдонимĕ А.Алгер) 1927 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патреккел ялĕнче çуралнă. 1935-1945 çулсенче Патреккелĕнчи, Аслă Таяпари шкулсенче вĕренет. 1945-1951 çç. Çурçĕр Тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăрать. 1955 ç. Елабуга хулинчи библиотекарьсен техникумĕнчен, 1966 ç. КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин Аслă шкулĕнчен вĕренсе тухать.

А.Миллин 1952-1962 çç. — ялти тата районти тĕп библиотека пуçлăхĕ, 1962-1963 çç. — КПСС Елчĕк райкомĕн инструкторĕ, 1963-1965 çç. (районсене пĕрлештернĕ вăхăт) — Патăрьелĕнчи производствăпа колхоз управленийĕн парткомĕн инструктор-организаторĕ.

Александр Георгиевич 1965-1971 çç. культура пайĕн пуçлăхĕнче, 1971-1978 çç. -. «Колхоз ялавĕ» (халĕ «Елчĕк ен») хаçат редакторĕнче вăй хурать. СССР Журналистсен пĕрлешĕвĕн членĕ (1974), ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна СССР Культура министерствин, КПСС обкомĕпе Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

А. Миллин йывăр чирленĕ хыççăн 1978 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Вăл çырнă статьясемпе очерксем, калавсемпе фельетонсем республикăри изданисенче анчах мар, «Правда», «Сельская жизнь» хаçатсенче те тухса пынă. Кĕнекесенче, сборниксенче кун çути курнă: «Юратнă кĕнеке» (1973,1975), «Пирĕн пултарулăх» (1975,1977), «Кăвайт умĕнче» (1976), «Дружба» (1977), «Тип мунча» (1977). Ку кăна та мар, пултаруллă калем ăстин тĕрлĕ çулсенче «Вăлта», «Мухтанчăк», «Пĕчĕк чỹречеллĕ пỹрт», «Пурнăç кустăрми» кĕнекисем вулакансем патне çитнĕ. Малтанхи виççĕшне вăл ачасем валли çырнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code