Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Раççей Кубокĕнче

каллех çĕнтернĕ Илья Ишмуратов.

Çĕршывăн тĕп хулинче спорт ветеранĕсем хушшинче йывăр атлетсен Кубокĕ иртнĕ. Елчĕк арĕ, РФ спорт мастерĕ 52-55 çулсенчи штангистсем хушшинче пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарнă.

Спортра та маттур

Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Светлана Окружнова пĕтĕм енĕпе пултаруллă.

Çакна вăл спортра та çирĕплетет. Анчах «ахаль» ăмăртура мар, Чăваш Республикин чемпионатĕнче. Çĕнĕ Шупашкарти манежра вăл 1500 метрлă дистанцие чупса бронза медаль çĕнсе илме пултарнă.

Çамрăксем вăйлăрах

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулăн спорт залне Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль тата Турхан ялĕсенче пурăнакансем волейбол турнирне пуçтарăннă. Ку тăрăхра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырас тесе тăрăшаççĕ.

Спорт уявĕ Елчĕкри «Улăп» ФОК инструкторĕ Александр Купташкин пуçарнипе тата Турханти Игорь Турхан активист пулăшнипе йĕркеленнĕ.

Волейболистсене Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа ăнăçлă вăйă суннă.

Çивĕч кĕрешỹре 30 çула çитичченхи çамрăксен команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — 30 çултан иртнĕ арçынсемпе студентсем. Кашни команда хаклă призсене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code