Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акцие хутшăнса

Акцие хутшăнса

Чăвашпотребсоюз Çĕнĕ çул умĕнхи «Ĕмĕтри елка», «Ачасене — шоколад» ыр кăмăллăх акцисене хутшăнса яланах активлăх кăтартать.

Кăçал «Единая Россия» партин районти уйрăмĕпе пĕрле «Яльчикский коопторг» сахал яваплă обществăн лавккисемпе кафесенче 670 яхăн шоколад пухнă. Пархатарлă акцире Елчĕкри вăтам шкул, тĕп больница ĕçченĕсем, районти хĕрарăмсен канашĕ тата тавар туянакансен пысăк йышĕ палăрнă.

Пылак кучченеçсен пуххине коопторг директорĕ Эдуард Игнатьев тата унăн çумĕ Елена Федотова районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центра панă. Иртнĕ тунтикун вара Çĕнĕ çул парнипе Елчĕкри вăтам шкулти елкăра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах тата тăлăх ачасене тивĕçтернĕ. Акцие хутшăнса Лаш Таяпари Владимир Меметов уйрăм пайтаçă та пысăк тỹпе хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code