Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Славян паркĕнче»

«Славян паркĕнче»

 

Елчĕкри Çĕнĕ урамра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Владимир Славянович Сочков тăрăшнипе Славян ятпа парк уçнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пляж футболĕн вăййипе паллă тунă.

Районăн спорт дисциплининчи çĕнĕлĕхре кĕçĕн классенче вĕренекенсен виçĕ команди вăй виçнĕ. «ЦСКА-Яльчики», «Улица Мира», «Локомотив-Яльчики» командăсем хăйăр çинче те мечĕкпе тĕрлĕ комбинацисем тума май пулнине çирĕплетнĕ.

Тĕрлĕ номинацисенче Матвей Егоров, Егор Сочков, Давид Портнов уйрăм çемьесен, Илья Можаевпа Иван Архипов вара Александр Портнов тĕп судьян парнисене тивĕçнĕ. Станислав Лепешкин шăрăх çанталăкри хĕрÿ вăйăсем хыççăн «сивĕнмешкĕн» пĕр ешчĕк мороженăйпа тивĕçтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code