Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкул умĕнхи арифметика

Шкул умĕнхи арифметика

Паян – пĕлÿ кунĕ. Капăр тумлă ачасем савăк кăмăлпа шкулалла чупаççĕ. Шкул форми тăхăннă, илемлĕ чечек çыххи йăтнă вĕренекенсене пăхса ытарма çук.

Ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе çыхăннă ĕç мĕн хака кайса ларнă-ха; Чăвашстат специалисчĕсем шăпах апат-çимĕç ушкăнне кĕмен хăш-пĕр таварсен сутлăхри республикăри вăтам хакĕсемпе паллаштарас тĕллевлĕ.

Илнĕ таварсен вăрăм списокĕнче чи малта тăраканни – çи-пуç. Вăл чи тăкакли. Кăçалхи июль уйăхĕнче арçын ачан кĕпине 622 тенкĕпе, çурма çăм пир-авăртан çĕленĕ шăлавара 1374 тенкĕпе илме пулнă. Джинс пир-авăртан çĕленĕ шăлавар, чаплипе танлаштарсан, ытларах тÿсет пулсан та, вăтамран 1232 тенке кайса ларать. Хĕр ачасене илес тĕк, блузка вăтамран 1188 тенкĕ, çурма пир-авăртан çĕленĕ юбка 831 тенкĕ тăнă. Тата пирĕн чиперуксене çÿçĕсене пуçтарса тыттармаллисем те кирлĕ.

Физкультура урокне тухнă чухне спорт костюмĕ, урана кроссовки тăхăнмалла. Вĕсен вăтам хакĕсем – 1562 тата 1090 тенкĕ. Кĕркунне – çанталăк улшăнса тăнă тапхăр, çавăнпа та ачасен гардеробне ăшă япаласемпе пуянлатмалла: джемпăрăн вăтам хакĕ – 1022 тенкĕ, плащ, пир-авăртан хушса çĕленĕ ăшă куртка – 3092 тенкĕ, пĕр мăшăр хĕллехи сăран ботинка – 2097 тенкĕ. Кунпа пĕрлех чăлха-нуски япалисем /колготки, нуски/ туянма хушма укçа та кăлармалла пулать.

Списокра тăракан тепĕр пункт вăл – шкулта кирлĕ пулакан пур хатĕрсене хунă рюкзак. Ăна туяннă чухне ачан шухăш-кăмăлне тата рюкзакăн меллĕлĕхне, çирĕплĕхне, ортопеди пахалăхне шута илмелле. Ара, кунта сăмах сывлăх пирки пырать-çке. Шкул рюкзакĕн вăтам хакĕ – 2239 тенкĕ. Кунсăр пуçне тетрадьсем /пĕри 6 тенкĕ/, кăранташсем /11 тенкĕ/, ачан пултарулăхне аталантарма ÿкермелли альбом /вăтам хакĕ – 72 тенкĕ/, фломастерсен пуххи /106 тенкĕ/ кирлĕ пулать.

Списокра информаципе коммуникаци таварĕсен ушкăнне уйрăм йĕркепе çырса хунă. Вĕсен хушшинче – смартфон /вăтам хакĕ – 7500 тенкĕ/, компьютер е ноутбук /вăтам хакĕ – 25644 тенкĕ/. Вĕсем вĕренÿ ĕç-хĕлĕнче кирлĕ.

Юлашкинчен вара, йăлана кĕнĕ йĕркепе, чечексен букетне /тин кăна пахчаран татса кĕни – 72 тенкĕ/ туянмалла. Паллах, унсăрăн уяв илемĕ тулли пулмĕ тата чечек педагогсен ĕçне хисепе хуни.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code