Юнкун район администрацийĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă. Вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатнă, ку тĕлĕшпе шкулсенче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ача сачĕсенче видеосăнав камерисем, полицие чĕнсе илмелли кнопкăсем вырнаçтармаллине, шкулсенчи пушар резервуарĕсенче шыв яланах тулли пулмаллине палăртнă.
Елчĕк районĕнче 2014-2018 çулсенче терроризм идеологине хирĕç кĕрешмелли Комплекслă план мĕнле пурнăçланса пыни çинчен комисси секретарĕ Виталий Рыбкин каласа панă.