Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕрхи культурăсене акассине вăхăтлă вĕçленĕ

Кĕрхи культурăсене акассине вăхăтлă вĕçленĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва уçнă май Николай Петрович иртнĕ вырсарни кун Курнавăшри 11-мĕш суйлав округĕнче ?унта Курнавăш, Вырăскасси, Çуткÿл ялĕсенче пурăнакансем хутшăннă/ Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн депутатне суйлассипе çыхăннă суйлав çинче чарăнса тăчĕ, ăна хатĕрленсе ирттерме хутшăннисене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый суйлав итогĕпе уйрăммăн паллаштарчĕ /ун пирки «Суйлав ăнăçлă иртнĕ» статьяра вуласа пĕлме пулать/. Леонард Васильевич иртнĕ шăмат кун Шупашкарти «Олимпийский» стадионра «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне Андриян Григорьевич Николаева асăнса иртнĕ çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ, унта хутшăнса пысăк хастарлăх кăтартнă спорт тусĕсене ырăпа палăртрĕ /çакăн пирки хаçатăн 4-мĕш страницинче тĕплĕн çутатрăмăр/. Халĕ вара район халăхĕ çитес шăмат кун Раççей шайĕнче иртекен «Нацисен кросне» хутшăнма хатĕрленет.

Паянхи кун тĕлне Елчĕк районĕнчи уйрăм çынсен пурлăх, çĕр тата транспорт налукĕсемшĕн пухăннă парăмĕ пысăк. Вĕсен пысăк пайĕ ял тăрăхĕсен бюджетне кĕмелли /тĕплĕнрех каласан халăхăн пурнăç шайне ÿстерессинче усă курмалли/ укçа-тенкĕ. Налук тÿлес енĕпе уйрăмах пысăк парăмлисен енĕпе Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк ял тăрăхĕсенче пурăнакан уйрăм çынсем малти вырăнта тăраççĕ. Шăпах çакăн пирки тухса калаçрĕ район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина. Канашлăва хутшăннисем умĕнче асăннă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем налук пуçтарас енĕпе мĕнле ĕçлени, ку енĕпе мĕнле йывăрлăхсем пурри пирки каласа кăтартрĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче август уйăхĕн юлашки 2 эрнинче парăма самай чакарма май килнĕ. Кунти парăмçăсемпе августăн 14-мĕшĕнче федерацин налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцин тата районти суд приставĕсен ĕçченĕсем тĕл пулни те пысăк витĕм кÿнĕ. Рейд вăхăтĕнче укçа-тенке чылай парăмçă тĕпĕ-йĕрĕпе е пайăн-пайăн тÿленĕ. Пĕрлехи рейдсен усси пысăк пулнине палăртрĕç канашлăва хутшăннисем.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти уй-хир ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Кĕрхи культурăсене акса хăварассипе кăçал плана ирттерсе пурнăçланă – 6900 гектар ытла лаптăк çинче акса хăварнă. Ку енĕпе «Прогресс», «Клевер», «Нива» агрофирма», «Сатурн», В.П.Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем уйрăмах пысăк тăрăшулăхпа ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра çĕр улми кăларас ĕç хĕрÿ пырать. Сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 200 гектар çинче /40 процент/ кăларнă. «АСК-Яльчики» ОООра лартнă лаптăкăн 72 процентне кăларнă, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 200 центнерпа танлашать. Кукурузăна 702 гектар çинче вырнă /74 процент/.

Районĕпе 10300 гектар кĕрхи çĕртме сухи /47 процент/ тунă. Ку ĕçре «Сатурн» хуçалăх малта пырать.

Канашлура ытти тĕрлĕ ыйтусене те хускатрĕç. Хальхи вăхăтра умра тăракан чи пĕлтерĕшлĕ те çивĕч ыйту – районти тĕрлĕ объекта хутса ăшăтмалли тапхăра кĕске вăхăтра хатĕрлесе çитересси.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code