Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телее аллăртан ан вĕçертĕр

Телее аллăртан ан вĕçертĕр

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ырă ĕмĕтсемпе çунатланса тĕп хуламăра — Шупашкара çул тытрĕ Наталия. Бухгалтер пулас ĕмĕт çунатлантарчĕ ăна. Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынăскер техникума чăрмавсăрах кĕчĕ.

Унтан вĕренсе тухсан направленипе ура та пусса курман Пăрачкав районне ĕçлеме ячĕç хĕре. Район центрĕнчен аякрах мар вырнаçнă пĕр ялти организацире тăрăшма пуçларĕ вăл. Ялти пĕччен пурăнакан 60 çула çывхаракан хĕрарăм хăйĕн патне хваттере ячĕ ăна. Ирхине тăрса ĕçе тухса утатчĕ пике, каçхине Алевтина Петровнăпа (кил хуçи хĕрарăмне çапла хисеплетчĕ вăл) пĕрле кил-тĕрĕшре аппаланатчĕç, тĕрлĕ ĕç пурнăçлатчĕç. Ĕçе вĕçлесен ялти культура çуртне Инди фильмне курма та час-часах çỹретчĕç иккĕшĕ. Çакăнта паллашрĕ те ĕнтĕ Наталия çỹллĕ те яштака, сенкер куçлă йĕкĕтпе Славăпа.

Тăватă çул туслă çỹренĕ хыççăн пĕрлешрĕç çамрăксем. Слава çемьери аслă ывăл пулнăран унăн ашшĕ-амăшĕ мăшăр валли çак ялтах йывăç çурт туянчĕ. Уйрăм пурăнма куçсан пурнăç тата та савăк туйăнчĕ çамрăксемшĕн. Малтанах трактористра вăй хучĕ çемье пуçĕ. Унтан бригадир пулма шанчĕç ăна. Çемьере ачасем пĕрин хыççăн тепри тĕнчене килчĕç. Хĕр ачасем каснă лартнă ашшĕ пек, кăн-кăвак куçлă, кулнă чух пĕр пичĕ çинче путăк курăнать. Йыш хушăннă хыççăн çĕнĕ пỹрт лартасси пирки калаçма пуçларĕ Слава.

— Хуçалăхра анчах ĕçленипех çурт лартма çăмăлах мар пуль. Район центрĕнчи кирпĕч заводĕнче укçа-тенкĕ аванах тỹлеççĕ тет. Çавăнта куçмалла мар-ши? — канашларĕ пĕринче вăл арăмĕпе.

— Юрĕ эппин. Кăмăлу пулсан куçах урăх ĕçе.

Кулленех икĕ ял урлă вырнаçнă çула такăрлатма пуçларĕ Слава. Çĕнĕ ĕçре ăна тỹрех мастер пулма шанчĕç. Упăшкине яланхиллех шап-шурă кĕпесемпе çỹретрĕ, костюмĕпе шăлаварне вăл вăраннă çĕре кашни кунах якатса хучĕ çамрăк арăм. Ĕçе кайнă чух вĕри апатпа ăсатрĕ, вĕри апатпа кĕтсе илчĕ. Ашшĕ таврăнасса ачасем те куç пек кĕтетчĕç. Вĕсемпе чунĕ каниччен вылятчĕ, савăнатчĕ Слава.

Пĕррехинче мăшăрĕ килне питĕ кая юлса таврăнчĕ.

— Ĕçре чăрмавсем пулчĕç, — сăлтавларĕ çакна.

Çакăн евĕр «чăрмавсем» час-часах тупăнма пуçларĕç. Ырă мара сисекен хĕрарăм чунĕ йĕппе йĕпленĕн ыратрĕ. Кĕçех Славăн юлташĕсем ăна арçын урăх хĕрарăмпа çыхланса кайнине, вăл çав аскăнскерĕн черетлĕ «тетти» пулнине систерме пуçларĕç. Çакна ĕненес килмерĕ Наталийăн.

— Слава ун пек мар вăл, — тесе хуравларĕ вĕсене.

Кĕçех Слава пуçласа пĕрремĕш хут килне таврăнмарĕ. Çак каç çĕрĕпех куç хупмарĕ хĕрарăм. «Тен, юлташĕсем тĕрĕссине калаççĕ?», — çапла шухăш çĕрĕпех асасплантарчĕ ăна. Куçа-куçăн калаçса пăхмалла пуль çывăх çыннипе. Анчах тепĕр кунне Слава «çĕнĕ арăмпа» пĕрле килсе япалисене пуçтарса тухса кайрĕ. «Эпĕ Славăна санпа пурăннинчен телейлĕрех тăвăп», — шăл ерсе хăварчĕ хайхискер.

Питĕ йывăр пулчĕ çак мăшкăла тỹсме хĕрарăма. Çунчĕ, тертленчĕ вăл, çапах та тỹссе ирттерчĕ пысăк хуйăха. Мăшăрне телейлĕ тăваймарĕ çĕнĕ арăм, кĕçех урăх арçынсемпе явăçса кайса час-часах килĕнчен тухса кайса çỹрерĕ. Пĕринче çул çинче тĕл пулчĕ хĕрĕсен ашшĕне Наталия.

— Пĕлместĕп эпĕ, Наташа. Мĕн туса хучĕ манпа вăл хĕрарăм? Унпа пурăнаймастăп, унсăр та тăраймастăп. Каялла киле те таврăнаймастăп.

Нимĕн калама та аптăрарĕ арăмĕ пулнăскер.

— Хăвăн шăпу хăвăн аллунта. Таврăнатăн пулсан чармастăп, хыççăн та чупмастăп, — тесе хуравларĕ те малалла утса кайрĕ вăл.

Чун-чĕрешĕн çывăх пулнă çын хăйĕн хыççăн утасса, ăна малтанхи евĕр ачашшăн ыталаса илессе тем пекех кĕтрĕ Наталия. Каялла çаврăнса ун патне таврăнас, мăйĕнчен уртăнса килне таврăнма йыхравлас, хĕрĕсене пĕрлех ỹстерме ĕмĕтленнине пĕлтерес килчĕ унăн тем пекех. Анчах та малалла утрĕ те утрĕ чĕри тепĕр хут вутсăр çулăмпа хыпса илсе çунма пуçланине туйса. Çаврăнса та пăхмарĕ вĕт-ха хуть. Каярах та кĕтрĕ вăл ăна çĕрĕ-çĕрĕпе. Таврăнмарĕ арçын. Пилĕк çул иртсен мăшăрĕ Мускавра чухне хăй çине алă хучĕ Слава.

Çак районта урăх пурăнма пултараймарĕ икĕ ача амăшĕ, пĕринче хĕрĕсене çавăтса хăй çуралса ỹснĕ тăван ялне таврăнчĕ. Шкул çулĕсенченех туслă пулнă авланман юлташĕпе Валентинпа пĕрлешрĕç, тату çемьере ывăл çуралчĕ. Унтанапа вăхăт самай иртрĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе лăпкă пурнăçпа пурăнать халĕ те мăшăр. Пурнăçăн шелсĕр сулăнчăкне хăй çинче туйнă хĕрарăм упăшкин тимлĕхне тата юратăвне нимĕнрен ытла хаклать. Хĕрĕсем те, ывăлĕ те аслă пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухнă, мăшăрлă вĕсем кашниех. Халĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ мăнукĕсемпе савнаççĕ. 

-Юрататăр, ачамсем пĕр-пĕрне, упрасамăр. Хушшăра ют çынна ан кĕртĕр, вăхăтлăха пыракан илĕртỹллĕ киленỹ хыççăн кайса çемьесене аркатасран асăрханăр. Телее аллăртан ан вĕçертĕр, — çапла калать яланах Наталия Ивановна ачисене инçе çула ăсатса пилленĕ май.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code