Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыхлăх пирки – тепĕр хутчен

Сыхлăх пирки – тепĕр хутчен

Чăваш Республикинче кайăк-кĕшĕк ĕрчетес енĕпе ĕçлекен 12 хуçалăх – Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче вырнаçнă. Кунсăр пуçне уйрăм çынсем те ку енĕпе услам тăваççĕ. Шăпах çуркунне вĕсен ĕç-хĕлĕ вăй илет те.

Çак тапхăрта кайăк-кĕшĕк тавра сăмах тапратмасăр май çук та пуль: кайăксем ютран вĕçсе килеççĕ-çке. Çакă сисчĕвлентерет те! Ютран чир-чĕр килме пултарассине кашниех ăнланать. Паянхи кун Европа тата Кăнтăр Ази çĕршывĕсенче кайăк грипĕ тĕлĕшпе çивĕч лару-тăру.

Иртнĕ çул кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн тăрăхра та – Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле тата Елчĕк районĕсенче епле шар кăтартнине астăватăрах ĕнтĕ. Сăмах май, халĕ вирус тухнинче айăплă тесе шутлакан 12 çын тĕлĕшпе çыхăннă материалсене следстви управленийĕ тĕпчет.

2018 çулта Раççейре вирусăн 82 вучахне шута илнĕ. Паянхи кун Ростов облаçĕнче 2 вырăнта кайăк грипĕпе кĕрешеççĕ.

Хамăр явапсăрлăха пула шар курмастпăр-и? Кайăк-кĕшĕк грипĕ тухсанах ял çыннисене хур-кăвакала, чăх-чĕпе хупса усрасси пирки сахал мар каланă ĕнтĕ. Апла пулин те, тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнче, чăххи-кăвакалĕ ял тăрăх ирĕклĕнех саркаланса çÿренине асăрхама пулчĕ. Урамра килти кайăк-кĕшĕк вĕçсе килнисемпе хутшăнса каясси паллă. Çак йĕркене пăхăнманнин пĕр пĕчĕк тĕслĕхĕ кăна. Анчах çакă – чир-чĕртен хÿтĕленмелли чи ансат та, шанчăклă меслет.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Елена Андреева каланă тăрăх – вирус тухсанах асăннă ведомство специалисчĕсем тĕрĕслев ĕçĕсене вăйлатнисĕр пуçне, килти кайăк-кĕшĕк юнне тата каяшне, апатне, çавăн пекех кÿлĕсенчи шыва лабораторисенче тĕрĕслеттерчĕç — пĕтĕмпе 2444 проба илнĕ.

Тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ: республикăра вирус пырса кĕресрен лайăх хÿтĕленмен. Ветеринари-санитари режимне пăхăнман тĕслĕх чылай пулнă: апата сиенсĕрлетмен, тискер кайăк-кĕшĕк предприятисенче апат паракан вырăнсене çăмăллăнах кĕме пултарать, транспорта дезинфекци туман, санпропускниксем йĕркесĕр.

Хăрушлăх пуррине кура кăçал та тĕрĕслевсем пулаççĕ. Хальлĕхе Вăрмар, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Елчĕк районĕсенчи предприятисенче пулнă. Кăçал та тискер кайăксем кĕрессинчен сыхланманнине палăртнă. Çавăнпах-тăр предприятисенче апат паракан тата вĕсене упракан вырăнсенче ют кайăксем ирĕклĕнех çÿреççĕ-мĕн. Вентиляци шăтăкĕсене сеткăпа хупман, апата сиенсĕрлетмен. Усă куракан шыв пахалăхне те тĕрĕслеттермен. Дезбарьерсенчи дезинфекци шĕвекне хĕллехи вăхăтра ăшăтма май пулманнин тĕлĕшпе те асăрхаттару пулнă. Палăртмалла, çак сыхлăх йĕркине сысна тата мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен хуçалăхсем пăхăнманни те час-часах тĕл пулать. Ветеринари докуменчĕсемсĕр суту-илÿ туни те саккунсăр пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code