Паян Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем – Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пенси тытăмне улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнĕвĕсене пурнăçласа Чăваш Республикин саккунĕсенче улшăнусем кĕртесси, коммуналлă хуçалăхра пухăнакан каяшсене пуçтарнăшăн, турттарнăшăн тивекен тÿлевпе çыхăннă çĕнĕ тытăм, тĕрлĕ объекта 2018-2019 çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси, «Раççей Федерацийĕнче 2009-2018 çулсенче телерадиовещание аталантарасси» тĕллевлĕ программăна Чăваш Енре пурнăçа кĕртесси тата ытти ыйту тавра калаçĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.