Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене пĕрлештерекен ĕçлĕ ушкăнсем çак кун чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулчĕç, унтан районти тĕрлĕ ял тăрăхĕсене çитсе ĕç коллективĕсемпе курнăçрĕç. Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăннă ушкăн Лаш Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи ватăсемпе сусăрсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче пулса коллективпа тата кунта хÿтлĕх тупнă ватăсемпе тĕл пулчĕç. Çуртсенчи пурнăç условийĕсемпе паллашнă, ватăсемпе калаçнă май ертÿçĕсем соцработниксен ĕçĕ-хĕлĕпе, çуртсенчи условисемпе кăмăллă юлнă. Çула май ĕçлĕ ушкăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи «АСК-Яльчики» ОООн çĕр улмине сортласа ятарлă хранилищĕне хурас ĕç-хĕлпе паллашнă.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин минстрĕн çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый чи малтанах Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн, унтан А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн, Елчĕк шкулĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен канашлăвне хутшăнчĕç. Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова Елчĕкри тĕп больницăн коллективĕпе, Федерацин потребительсен прависене тата этем тăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Вячеслав Егоров Елчĕкри НФЦ, тĕп вулавăш, тĕп клуб тытăмĕн, райадминистрацин ЗАГС пайĕн ĕçченĕсемпе курнăçнă. Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова ертсе пыракан РФ Пенси фончĕн тата пушар хурал уйрăмĕн специалисчĕсене пĕрлештерекен ушкăн Курнавăш ял тăрăхĕнчи халăхпа тата активпа курса калаçнă.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ушкăнсем халăхпа тĕл пулнă май чи малтанах кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем – Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнĕвĕсене пурнăçласа Чăваш Республикин саккунĕсенче улшăнусем кĕртесси, коммуналлă хуçалăхра пухăнакан каяшсене пуçтарнăшăн, турттарнăшăн тивекен тÿлевпе çыхăннă çĕнĕ тытăм, тĕрлĕ объекта 2018-2019 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесе çитересси, «Раççей Федерацийĕнче 2009-2018 çулсенче телерадиовещание аталантарасси» тĕллевлĕ программăна Чăваш Енре пурнăçа кĕртесси тавра калаçнă.
Паян халăха çивĕч калаçтаракан ыйту вăл – пенси саккунне кĕртекен улшăнусем. Çавна май ертÿçĕсем пĕрремĕш тема çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин август уйăхĕн 29-мĕшĕнче пенси саккунне улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, çак пысăк утăма пурнăçланă чух халăх шухăшне хисеплесе тĕрĕс йышăнусем тума хистерĕ. Çакна шута илсе Чăваш Республикин саккунĕсенче те улшăнусем кĕртме палăртаççĕ. Президентăн ултă тĕп сĕнĕвĕ хĕрарăмсен пенсие тухмалли саккун проектĕнче палăртнă ÿсĕмне виçĕ çул чакарассипе, тĕрлĕ ушкăнри граждансене вăхăт çитиччен маларах пенсие тухмалли çăмăллăхсем çирĕплетессипе çыхăннă. Çак темăна эпир сентябрĕн 15-мĕшĕнче пичетленнĕ хаçатăн 2-мĕш страницинче «Пенси тытăмĕнчи улшăнусем кашнинех çывăх» интервьюра тĕплĕн çутатрăмăр.
Е.ГЕННАДЬЕВА.