Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пусă çаврăнăшне кĕртме тиветех!

Пусă çаврăнăшне кĕртме тиветех!

Кăçалхи 10 уйăхра республикăра 342,8 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме мехел çитернĕ. Сăмах Россельхознадзор предписанийĕсене пурнăçланă май агротехника мероприятийĕсем ирттернĕ лаптăксем пирки. 342,8 гектар! Калама кăна çăмăл. Мĕн тери вăй-хал, укçа-тенкĕ кирлĕ йывăç-тĕм пусса илнĕ çĕрсен пулăхлăхне тавăрма.

Çавăнпах ĕнтĕ çĕре каялла тавăрма заявлени çыраççĕ те нумайăшĕ. Кăçал кăна 168,72 гектар тĕлĕшпе çак ыйтăва çĕкленĕ.

Шел те, çĕре йĕркене кĕртмелли çинчен калакан предписание пурнăçламан тĕслĕх те сахал мар. Элĕк районĕнчи лару-тăру аса килет. Чăннипе, ку çĕр лаптăкĕсем тавра пĕрре мар сăмах тапратнă. Илемлĕ вырăн пулнине никам хирĕçлеймĕ. Мĕнле кăна тĕм çук! Тĕм кăна-и? Вĕсене сивĕ çилрен, ытлашши хĕвелтен çамрăк йывăçсем хÿтĕлеççĕ. Çулла кунта милĕк тума çывăхри ялсенчен килеççĕ-мĕн. Сиплĕ курăкĕ тата мĕн чухлĕ! Çакă, паллах, аван. Анчах кунта пахча çимĕç, тулă-ыраш лартса çитĕнтермелле-çке!

Пĕрре мар сăмах тапратнă, çапах татах та таврăнасси куç кĕрет: вăрмана çаврăннă çав лаптăксене йĕркене кĕртсе çитеричченех. Çĕре пĕрре туртса илни те витĕм кÿреймен-ши?

Аса илтерем, Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайккă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта «Плодородие – Лукоянов» обществăран Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнĕччĕ. Кунччен Чăваш Республикинче çакăн пек тĕслĕх пулман тесен те юрать.

Йĕркипе калас пулсан, 2013 çулта Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор специалисчĕсем тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кÿрекен пулăмсенчен хÿтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панă.

Анчах та çак тапхăрта /çулталăк хушшинче/ нимĕнле улшăну та пулман унта. Судсенче пăхса тухнă хыççăн лаптăксене йĕркене кĕртмелли вăхăта татах тăсаççĕ. Çапах та 3 çул иртсен те тем йывăрăш «лава» вырăнтан та «хускатайман».

Тĕрлĕ курăк, йывăç-тĕм вара ÿссех, вăй илсех пырать. Халĕ ĕнтĕ унта чăн вăрман. 15 çул /каснă йывăç вулли тăрăх пĕлеççĕ/ таранах усă курман 26 лаптăка /1 пин ытла гектар/ 2017 çулта аукцион урлă сутаççĕ. 24 лаптăка Канаш районĕнчи пĕр общество туянать, тепĕр иккĕшне – уйрăм çынсем.

Юхăнтарса янă лаптăксене çĕнĕ хуçасем пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă-и? ЧР Юстици министерствин çырăвне тĕпе хурса Россельхознадзор инспекторĕсем 2019 çулта тĕрĕслевпе пулчĕç.

Тинех! Пушă выртнă çĕрсен пĕр пайĕпе ял хуçалăх производстви валли усă курма пуçланă.

Анчах 14 лаптăк /500 гектара яхăн/ çинче çаплах тĕрлĕ йывăç саркаланса ларать. Çакăншăн тулли мар яваплă обществăна административлă майпа айăпласа 70 пин тенкĕлĕх штрафланă. Кунсăр пуçне административлă ĕçе налук службине янă: çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме.

Кун хыççăн çак çĕрсене çум курăкран, йывăç-тĕмрен тасатса акма пуçламашкăн татах вăхăт уйăраççĕ – 2020 çулхи август уйăхĕччен. Палăртнă кун тĕлнелле общество надзор ведомствине çырупа тухать. Вăрман пулса кайнă çĕре йĕркене кĕртме ятарлă техника тата укçи-тенки чылай кирлине кура предписание пурнăçламалли вăхăта 2021 çулхи май уйăхĕ вĕçĕччен тăсма ыйтнă. Кун хыççăн та йĕркене кĕртмелли вăхăта татах тăсма ыйтать общество.

Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каланă тăрăх, апла пулин те октябрь уйăхĕнче ирттернĕ тĕрĕслев асăннă лаптăксемпе пуринпе те туллин усă курманнине çирĕплетнĕ. Чăн та, вырăн-вырăнпа сухаланă. Çапах ыраш-тулă туса илме пуçличчен ĕçлемелле те ĕçлемелле унта.

Çав тăрăхра çĕр кирлĕ мар тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, фермерсене çĕр çитмест те.

Фермер тенĕрен – çав тăрăхри пĕр фермер çĕрĕсене те тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмпе унăн – 52 гектар. Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра 12 гектарне производствăра усă курманни куç умне тухнă. Анчах та фермер кĕске вăхăтрах лару-тăрăва лайăхлатма шантарнă. Чăн та, тепĕр тĕрĕслев тĕлне сухаласа-сÿрелесе тырă акса хăварнă вăл. Нумай çул ÿсекен курăксем валли те вырăн юлнă унăн. Çĕр ĕçĕпе пурăнма кăмăллисем сахал мар ку тăрăхра, çирĕплетеççĕ унта.

Çав вăхăтрах, авă, обществăн ахаль выртакан çĕр те тем чухлех. Суяс мар, чăн та 24,24 гектар лаптăк тăрăх «электрокĕтÿçĕ» пралук тăснă. Усă кураççĕ темелле, анчах та унта ял хуçалăх продукцийĕ туса илмелле-çке. Пачах та усă курмаççĕ тееймĕн. Усă кураççĕ, анчах йывăç-тĕм ашкăнакан лаптăксем тÿрех куçа тăрăнаççĕ-çке.

Кăçал федераци тĕрĕслев органĕн предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсем Элĕк, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар, Улатăр районĕсенче те пулнă.

Айăплисене административлă майпа явап тыттарнă. Явап тыттарни – пĕрре, пусăм тусах калам, çакнашкал çĕрсене йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code