Калав
Малалли. Пуçламăшĕ 48, 1-мĕш номерсенче.
Çакăн пек пĕр илемлĕ кун Натали пĕчченех шухăша кайса ларатчĕ паркри тенкел çинче. Юнашар пырса ларнă арçын сăмах хушсан çеç ыйхăран вăраннă пек шартах сиксе илчĕ: «Сывă-и, манăн Чиперккеçĕм?». Куçĕсене çĕклерĕ те хĕрарăм, сăмах чĕнейми пулса ларчĕ: ун çумĕнче Алик ларать иккен.
— Сывах-ха, пурăнатпăр. Эсĕ мĕн çăмăлпа килсе лекрĕн тата кунта? Мускавра тенине илтнĕччĕ, — тĕлĕкри пек хуравларĕ Натали.
— Ĕненетĕн-и е çук, ку санăн ирĕк, — пуçларĕ каччă сăмахне, — эсĕ çак вырăнтах ларнине чунпа туйрăм, урасем хăйсемех сан патна илсе килчĕç. Хамăрăн юратнă вырăн марччĕ-и ку? Сахал чуп тунă-и эпир кунта?
Ним калама та аптраса кайрĕ Натали. Самаях вăхăт иртнĕ хыççăн çеç:
— Иртнĕ кунăн çути çук, — терĕ шăппăн. — Эп халĕ каснă çăкăр чĕлли ĕнтĕ. Мăшăр та пур, качча тухнă…
— Мĕншĕн васкарăн вара питĕ? Мĕншĕн мана кĕтмерĕн?
— Сана кĕтмен мар эпĕ, чылаях кĕтнĕ… Çухалтăн, пăрахрăн мана.
— Пăрахма шутламан та сана. Вăхăт çуккипе ерçеймерĕм курăнать. Каçар мана, ухмаха. Чĕркуççи çине тăрса çылăха каçарттарам-и?
— Эсĕ чиркỹре мар, эпĕ те пачăшкă мар. Çитет пулĕ санпа калаçса, — ура çине тăчĕ Натали. — Упăшка ĕçрен таврăнать, апат хатĕрлеме те вăхăт çитрĕ. Юрĕ, сывă пул.
— Тăр-ха, кăштах, Чиперккеçĕм. Калаçар-ха чуна уçса.
— Чуна тимĕр сăлăп ярсах питĕрсе хутăм эпĕ сан хыççăн. Уççине Атăла кăларса петĕм.
— Юрĕ, ирĕксĕрлесе калаçтараймăн ĕнтĕ çынна. Çапах та йывăр вăхăтра ман енчен пулăшу кĕтсе илме пултаратăн, — терĕ те Алик, Наталине визиткине тăсса пачĕ. — Ку пирĕн юлашки тĕл пулу тесе шутламастăп…
Çак кĕтмен тĕл пулу çамрăк хĕрарăмăн йĕркеленсе кайнă пек пулнă пурнăçне каллех пăтраштарса ячĕ. Кĕлленнĕ тесе шутланă юратăвĕ кунран-кун чĕрĕлсе, вăйланса пычĕ унăн. Петĕр те, темĕн сиснĕн, унпа ытларах шăл витĕртерех калаçма пуçларĕ. Унта-кунта кайса килсен яланах тĕпчеме пуçлать: «Мĕншĕн час килмерĕн? Кампа пултăн? Мĕн турăн?». Тепĕр чухне тарăхсах каять Натали — сăлтавсăрах сăмах илтес килмест унăн.
Июль уйăхĕнче иккĕш те алла дипломсем илчĕç, çамрăк специалистсем пулса тăчĕç. Направлени те пур, Наталин — электроаппарат заводне, Петĕрĕн — стройкăна. Петĕре (каçарăр, Петр Петрович Ванюков мастера), нумай калаçса тăмасăрах «малосемейкăра» хваттер пачĕç. Питех те пысăк савăнăç пулчĕ çакă çамрăксемшĕн. Тăван йăвана иккĕшĕн хушшинчи сивĕлĕхе пăхмасăрах пĕрле тирпей-илем кĕртрĕç, сăрларĕç, сапларĕç, тỹрлетрĕç… Мăшăрĕн алли ылтăн иккен, тем те тума пĕлет. Çакна Натали тỹрех асăрхарĕ. Эрне хушшинчех юхăнса кайнă пĕчĕк хваттер йăлтăртатса тăракан пулса тăчĕ. Тăван-юлташĕсене пуçтарсах çĕнĕ пỹрт ĕçки турĕç. Пурнăç каллех йĕркене кĕре пуçларĕ Петĕрпе Наталин. Хĕрарăмăн та чунра лăпланнă пек пулчĕ. «Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ, шăпи çапла пулсан, — хăйпе хăй калаçрĕ хĕрарăм. — Турă телей валеçнĕ чухне мана манса кайнă пулĕ çав».
Пурнăçра пысăк улшăнусем пыраççĕ. Пăтранать халăх. ГКЧП, çĕршыв пуçлăхне влаçран пăрчĕç, кайран вырăна лартрĕç. Пĕрисем пĕр тĕрлĕ калаççĕ, теприсем — тепĕр тĕрлĕ… Такама ĕненмелле? Çĕршыв та темиçе пая арканса кайрĕ. Çĕнĕ сăмахсем вăй илме пуçларĕç: «суверенитет», «ваучер», «дефолт», «инфляци» тата ытти те.
Август уйăхĕнче ĕçлеме пуçăнчĕç çамрăк специалистсем. Ирпе каçхине çеç кураççĕ пĕр-пĕрне. Натали пĕчĕккĕн хăнăхса пырать пĕрле вăй хуракансене. Тăрăшуллă хĕрарăмпа ертỹçĕсем те кăмăллă. Пĕр çулталăка яхăн иртсе кайни сисĕнмерĕ те.
Çапах та çĕршыври пăтăрмахсем завода та пырса çапрĕç. Туса кăларнă япаласене сутма çук, илекеннисем те укçан тỹлеймеççĕ. Ĕç укçи те вăхăтра парайми пулчĕç. Рабочисене хăйсем туса кăларнă япаласене илме сĕнеççĕ укçа вырăнне. Пултарайсан — сут, пултараймасан — кĕт. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех ĕçлекенсен шутне чакарма пуçларĕç заводра. Камран хăтăлаççĕ ĕнтĕ чăн малтан? Паллах, çамрăккисенчен. Çак инкек Наталирен те пăрăнса иртмерĕ. Куççульне шăла-шăла тухса утрĕ вăл хваттерне. Ăçта каймалла? Мĕн тумалла? Çийĕнчен тата кăмăл пăтранать, лĕклентерет. Гастроном умĕнчен иртсе кайнă чухне темшĕн тăварланă пулă илсе çиес килсе кайрĕ унăн. Кĕрсе илчĕ пĕр килограмм. Килне çитсен пĕр татăкне тутанса пăхрĕ те — тăранчĕ. «Ара, йывăр çын мар-ши эпĕ?» — пырса çапрĕ ун пуçне. Те савăнмалла, те макăрмалла? Тепĕр тесен, чунри шухăшсене уçса пама çывăх тусĕ те çук-çке унăн.
Вырсарни кун çуралнă яла, ашшĕ-амăшĕ патне тухса кайрĕ Натали. Чылайранпа пулманччĕ вăл унта. Ашшĕ чирлĕ выртать иккен больницăра. Начарланса, шурса кайнăскер, юратнă хĕрне курсан чунтан савăнчĕ. Натали, малтанах хăйĕн нуши пирки ăна каласа пама шутланăскер, кăмăлне улăштарчĕ. Сывлăхĕ капла та начар, тата мĕншĕн кулянтарас ăна? Килĕнче амăшĕ, куççульне шăла-шăла, Ваççили упăшки ракпа чирлине пĕлтерчĕ. Пурăнмалли кунсем те нумаях юлман иккен унăн…
Ашшĕне пытарнă хыççăн Натали пĕр уйăх ытла ялтах юлчĕ. Амăшне пĕччен пăрахса хăварас темерĕ, тепĕр тесен, хулана та чун туртмарĕ. Анчах Петĕр «хусахла» пурăнас темерĕ курăнать, килсе илсе кайрĕ ăна. Кунта та тепĕр нуша иккен: Петĕре те административлă отпуска янă, хăçан ĕçе тухасси те паллă мар. Çамрăк специалистсем ĕç шыраса чылайччен чупрĕç хула тăрăх, тĕрлĕ предприяти-учрежденисенче пулчĕç, анчах та пур çĕрте те пĕр хурав: вырăн çук. Петĕр Мускав тăрăхне «шапаша» тухса кайрĕ, унта пĕр «çĕнĕ пуян» патне дача тума вырнаçрĕ. Укçи-тенки сахалах мар пулас дача хуçин. Икĕ хутлă коттеджа турккăсем купаланă, халĕ шалтан «евростандартпа» туса пĕтермелле, ăшă урай-мачча, йăлтăртатса тăракан стенасем… Кашни кăлтăкшăн çыпçăнать бригадирĕ, штрафлать (ĕç укçинчен тытса юлассипе хăратать). Ĕçе ỹсĕр тухса пăх-ха, пĕр пус памасăр хăваласа кăларса яраççĕ…
Натали, килте ларса йăлăхнăскер, хваттере йĕркене кĕртме шутларĕ. Тĕрлĕ вак-тĕвексем хушшинче Аликĕн визит карточки тухса ỹкрĕ. «Альберт Станиславович Сильвестров, АИК фирма директорĕ. Телефон…» — вуларĕ хĕрарăм.
«Шăнкăравласа пăхнипех темех пулмĕ…» — шутларĕ вăл, алли телефон еннелле туртăнчĕ. Трубкăра часах Алик сасси илтĕнчĕ:
— Алло, итлетĕп. Кам пулчĕ-ши ку?
— Эпĕ-ха, Натали…
— Чиперккеçĕм, манăн хаклă чиперккеçĕм. Тахçантанпах кĕтсе пурăнатăп санăн çепĕç сассуна. Мĕнле пурăнатăн?
— Аванах темелле те… Манăн сирĕнпе калаçмалли пур, анчах та телефонпа мар. Сирĕн хăçан вăхăтăр пулать-ши?
— Ара, халь тесен халь. Гагарин урамĕнче вырнаçнă пирĕн фирма, «АИК» ятлă. Эпĕ каçченех кĕтетĕп сана. Тĕл пуличчен…
Иккĕмĕш хутра вырнаçнă директор кабинечĕ. Тỹрех пырса кĕрейместĕн — çулне тулли кăкăрлă, вăрăм ураллă секретарша пỹлчĕ:
— Кам эсĕ, приема çырăннă-и?.
Хуравне илнĕ хыççăн килĕшỹллĕн авкаланса директор кабинетне кĕрсе кайрĕ. Алик хăй васкасах тухса кĕтсе илчĕ Наталие.
— Каçару ыйтатăп кĕттернĕшĕн.
— Çук-çке, — именчĕклĕн хуравларĕ хĕрарăм.
— Вырнаçса лар, сывласа-канса яр кăштах. Кофе е чей? Сиплĕ шыв е лимонад? Сĕтел çинче ларакан телефон аппарачĕ çинчи кнопкăна пусрĕ те секретаршине çапла каларĕ:
— Марина, эпĕ паян никама та йышăнмастăп, ĕçре çук, командировкăра.
Çемçе диван çине юнашар пырса ларчĕ Алик.
— Ну, каласа пар, мĕнле йывăрлăх илсе килчĕ сана ман пата? Тепĕр тесен, мĕн калаçатăп-ха эпĕ? Курма хавас хамăн юратнă Чиперккене яланах. Чунра, чĕремре эсĕ манăн…
Наталин нушине пĕлнĕ хыççăн ыранах ĕçе тухма пултарнине пĕлтерчĕ. Секретарь-референтра вăй хумалла пулать иккен унăн. Мĕн тумалла? Вăхăт хăех кăтартса парать мĕн тумаллине. Ахаль лартмаççĕ, ĕçĕ мăй таранах. Кадрсен пайĕнче ăнлантарса парĕç.
— Наташа, каçар мана, ухмаха. Хам мĕнле телей çухатнине халĕ çеç лайăх ăнлантăм эпĕ. Суккăр пулнă-тăр, е тата çамрăклăхри çăмăлттайлăх ытларах пулнă-и? Пĕлместĕп. Упăшку лайăх çын-и? Мĕнле пурăнатăр унпа?
— Пурăнкалатпăр çапла, çынсем евĕрлех темелле.
— Пăрах эсĕ ăна. Ăнлан, эпĕ сана юрататăп, пурăнма йывăр мана сансăр.
— Вара çемйỹне ăçта хурăн?
— Паллах, ăна ниçта та хураймастăп. Пĕчĕк ывăлăма та питĕ юрататăп. Анчах та хам юратакан хĕрарăма та урăххипе пайлас килмест.
— Санăн еркĕнỹ пулмалла иккен манăн, çапла мар-и? — тỹррĕн ыйтрĕ Натали. — Ун пек пулсан, манăн тата сана мĕншĕн арăмупа пайламалла?
Алик кăштах аван марланнă пек пулчĕ.
— Юрĕ, кун пирки текех калаçар мар пулĕ…
Юнашар ларакан хĕрарăма хыттăн ыталаса илчĕ, ачашшăн чуп туса хăлхинчен пăшăлтатрĕ: «Юрататăп сана, юрататăп…». Натали турткаланнă пек пулчĕ, ытамран вĕçерĕнесшĕнччĕ, анчах та хăй сисмесĕрех арçын ачашланине хирĕç хăй те хуравларĕ.
— Юрамасть мана, йывăр çын эпĕ, — пăшăлтатрĕ вăл. Чылайранпа арçын курман кĕлетке ăс-тăн вĕрентнине, хирĕçленине итлемерĕ, киленỹ авăрне чăмрĕ…
Пулса иртни кайран тĕрлĕ шухăш çуратрĕ Наталин пуçĕнче. Икĕ хĕрарăм тавлашать унăн ăшăнче: пĕри — Натали, тепри — Чиперкке. Натали аскăнчăк пулнишĕн Чиперккене айăплать. Чиперккен хăйĕн те хуравĕ хивре: «Мĕн, эпĕ хĕрарăм мар-им? Мĕншĕн манăн упăшка пур чухнех тăлăх арăм евĕр пурăнмалла? Петĕр Мускав тăрăх чупса çỹренĕшĕн эпĕ айăплă-и? Пурнăç пĕрре çеç килет вĕт…».
Тепĕр кунне Натали пĕрремĕш хут «АИК» фирмăна ĕçе тухрĕ. Вăрăмлатсан унăн ячĕ: «Аликпе унăн компанийĕ» тенине пĕлтерет иккен. Тĕпрен илсен, суту-илỹпе çыхăннă фирма ĕçĕ. Радио-, видеоаппаратура, магнитофонсем, компьютерсем… Вĕсене тỹрремĕнех ют çĕршыв фирмисенчен туянаççĕ те курттăммăн е хăйсен лавккисем урлă сутаççĕ. Наталин ятарласа çирĕплетнĕ тивĕçĕсем çук тесен те юрать, директор е унăн заместителĕ мĕн хушаççĕ — çавна тумалла. Алик фирма пуçарса яракансенчен пĕри пулнă хăй вăхăтĕнче. Мускавра вĕреннĕ вăхăтра тĕрлĕ çыхăнусем, паллашусем нумай пулнă унăн. Вăхăтра банкран кредит илме пултарнă, комсомолта пĕрле вăй хунă тусĕсем пулăшнипе çак укçана «çавăрттарма» пуçланă. Час-часах ют çĕршывсене кая-кая килет вăл, Кăнтăр Корейăна, Японине, Турцине, Германине. Фирма тăкак тỹсмест. Наталин экономика тата бухгалтери службисен кăтартăвĕсене сăнасах тăмалла, ытти фирмăсем çав таварах мĕн хакпа сутнине пĕлсе тăмалла, çакăн çинчен кашни кун директор валли çырса информаци тăратмалла. Енчен те клиентсенчен хулари пĕр-пĕр лавккара тавар вĕсеннинчен йỹнĕрех тесе каланине илтсен, çак хака çаксеннине таран чакарма пултараççĕ сутуçăсем хăйсемех. Мĕн тесен те конкуренци кашни тавар туянаканшăн кĕрешме хушать. Унччен социализм сивленĕ капитализм экономикин мелĕсемпе усă курма лекет, унăн саккунĕсем вăя кĕме пуçларĕç…
Наталин пурнăçĕ хăйне майлă шурĕ. Ĕç укçине вăхăтра та сахалах мар тỹлеççĕ. Аликпе тĕл пуласси декретлă отпуска кайичченех тăсăлчĕ. Сисмесĕрех ун çемйинче «юратуллă виç кĕтеслĕх» пулса тăчĕ. Петĕр ик-виçĕ уйăхра пĕрер эрнене килсе каять те киле — татах çухалать çĕршывăн тĕп хулинче. Укçа-тенкине аванах илсе килет хăй. Автомашина та туянса ячĕç акă: «Жигули» — «копейка». Çĕнех мар пулин те, чупать. Петĕр ĕмĕчĕ — çĕнĕ хваттер туянасси. Арăмĕпе иккĕшĕ тăрăшсах укçа пуçтараççĕ. Тем, ĕçкелеме пуçларĕ юлашки вăхăтра. Ĕçки пĕлмест унăн, хирĕçет, ỹпкелет арăмне, кĕвĕçет. Чĕри туять пулĕ çав ырă мара. Натали ывăл çуратса парсан та уйăх килеймерĕ Мускавран, саламлă телеграммăпах çырлахрĕ. Тăванĕсем илсе тухрĕç пĕчĕк пепкепе унăн амăшне больницăран. Ялтан амăшĕ килсе çитрĕ мăнукне курма, пиччĕш-аппăшсем те нушара пăрахмарĕç. Çапла çулталăк иртсе кайрĕ сисĕнмесĕрех. Пĕчĕк ывăлĕ, Андрей, утакан та пулчĕ, селĕппĕн калаçасшăн та. Сăнĕпе чалт ашшĕ пек. Çакна курнă хыççăн Петĕр кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Çемьешĕн ытларах тăрăшма пуçларĕ. Ывăлĕ валли Мускавран темле тĕрлĕ тетте те илсе килет.
Ачи çулталăк тултарсан, Натали ĕçе тухрĕ. Ача çуратни хĕрарăма татах та чиперлетсе ячĕ. Халĕ вăл татах та чăмăртарах, илĕртỹллĕрех, хитререх курăнать. Амăшĕ мăнукне хăй пăхма килĕшрĕ. Кичем те тунсăх ăна пĕччен ялта. Секретарь-референта та фирмăра пысăк улшăнусем кĕтсе тăнă иккен. Унăн директорпа пăрле тĕрлĕ хуласене, ют çĕршыв таранах, тухса çỹремелле пулать малашне. Шалуне те икĕ хут ытларах тỹлеççĕ. Пĕрле ĕçлекенсем Аликпе Наталин вăрттăн хутшăнăвне тĕшмĕртеççĕ-ха, хăш-пĕри ăмсанать, тепри — сивлет. Малтанлăха хĕрарăм хавасланчĕ çĕнĕ улшăнусемшĕн. Ара, кам ĕмĕтленмест пулĕ тĕрлĕ çĕршывра пулса курма, унти пурнăçпа паллашма?! Пысăк пуласлăх кĕтет ăна. Çак пуласлăх мĕнле хаклă та нĕрсĕр килсе тухасса пĕлнĕ пулсан, Натали паянах ĕçрен тухса кайнă пулĕччĕ те…
Тĕрлĕ çĕрте пулма тиврĕ хĕрарăмăн, тата… тĕрлĕ арçынпа…Секретарь-референтăн фирма ĕçĕсене кăнтăрла пурнăçланипе пĕрле каçхине те «ĕçлемелле» иккен. Японинче акă, «Сони» фирмăн представителĕпе тупăшлă контракт тунă хыççăн, хăна çурчĕн номерĕнче тăваттăн хăналанчĕç: пĕчĕкçеççĕ хỹхĕм Япони хĕрĕ, фирма представителĕ тата Аликпе Натали. Аванах хĕрнĕ Алик японкăна ăсатма тесе тухса кайрĕ те, текех килмерĕ. Яппун арçынни вăйпа тенĕ пекех Наталине парăнтарчĕ. Ирхине йĕрсе ларакан хĕрарăма Алик пуç тăрăх пĕр витре пăрлă шыв янă пекех çакăн пек сăмахсемпе «лăплантарчĕ»: «Фирма ĕçĕ, усăллă килĕшỹ тăвасси нумай чухне хĕрарăмран килет. Вырăн çинче пĕр-пĕрин «хĕр юлташĕсемпе» ылмаштарса çывăрни вăл бизнесменсем хушшинче хăнăхнă йăла. Эпĕ шутласа кăларнă япала мар ку. Японец кăмăллă юлчĕ санпа, тавар хакне татах йỹнетрĕ»…
Çакăнтан пуçланса кайрĕ те ĕнтĕ Чиперккешĕн ахăр самана. Кампа, ăçта, миçе арçынпа çĕр каçнине шутласа та, аса илсе те пĕтереймест вăл. Уйрăмах ăна Турцинче йывăр лекрĕ… Аликшăн мĕн, уншăн бизнес, укçа пĕрремĕш вырăнта тăрать. Куççульпе йĕрсе, тархасласа ыйтать унран Натали çак нушаран хăтарма, лешĕ йĕкĕлтешсе кăна илет: «Эсĕ тĕрлĕ аçынпа рехетленни фирмăшăн та сиенлĕ мар. Юрĕ, ытларах ĕçленĕшĕн хушса тỹлĕп». Хĕрарăм куляннипе ĕçкелеме пуçларĕ. Тепĕр чухне ним пĕлми пуличчен ỹсĕрĕлет, ирпе нимĕн те астумасть хăйпе мĕн пулса иртнине. Çакă вара директорăн кăмăлне каймарĕ курăнать, ĕçрен хăтарассипе хăратрĕ. Чиперкке савăнсах килĕшрĕ кунпа, çитет намăс тỹссе.
Малалли пулать.

