Федерацин норматив акчĕсенчи 520 положение улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем социаллă сферăна, ĕçлеве, налук хурассине, бизнеса, çар службине, ытти сферăна пырса тивнĕ.
Раççейĕн ял хуçалăхне йĕркелекеннисене кĕртнĕ улшăнусем те вăя кĕчĕç. Вĕсем налук хурассипе, патшалăх пулăшăвĕпе, маркировкăлассипе, бюджетран уйăракан укçапа епле усă курнине тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă. Ял хуçалăх организацийĕсем кашни литр сĕтшĕн малашне те субсиди илĕç. Фермерсене ăна кăçалтан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен реестрне кĕнĕ пулсан çеç парĕç. Çавăн пекех субсидие кил хуçалăхĕ тытакан, «Профессирен илекен тупăша хуракан налук» йĕркепе ĕçлекен çынсем, наукăпа вĕрентỹ организацийĕсем тивĕçеççĕ.
Субсидипе камсем усă кураймаççĕ? Çулталăкра тупăш 800 млн тенкĕ ытла илекен агрохолдингсемпе предприятисем. Апла пулин те вĕсене патшалăхăн ытти пулăшу майĕсем (кредит проценчĕн, ăратлă выльăх тата оборудовани туянса тỹснĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштарасси) пырса тивеççĕ.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен продукцин е пулăшу ĕçĕн хушма хакĕнчен тытакан налук (НДС) 22: танлашать. Пĕлтĕр вăл таварсен пысăкрах пайĕшĕн 20: пулнă. Улшăну продукци сутакан, тĕрлĕ ĕç тата пулăшу ĕçĕ пурнăçлакан, пурлăх ыйтăвĕсене татса паракан, çĕршыва тавар турттарса килекен, строительствăпа монтаж тăвакан бизнесменсен пысăкрах пайне пырса тивет. Патшалăх агропрома туса панă çăмăллăха çаплипех хăварнă: çăкăртан, сĕтрен, ашран, пахча çимĕçрен тытакан НДС 10: юлнă. Ансатлатнă йĕркепе налук тỹлекен уйрăм предпринимательсемпе тулли мар яваплă обществăсен çулталăкра туса илнĕ тупăшран НДС тỹлемелли укçа хисепĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 60 млн тенкĕрен 20 млн таран аннă. Ансатлатнă йĕркепе налук тỹлекен, çулталăкра тупăш 20 млн тенкĕрен кăшт ытларах илнĕ фермерсем ял хуçалăхĕн пĕрлехи налукне тỹлемелли йĕркепе усă курма тытăнсан сахалрах çухатмăп-ши тесе шутласа пăхма пултараççĕ.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен тата ĕçлекен пенсионерсен ватлăхра илекен, инвалида тухнă тата тăрантаракансăр юлнă çынсен страхланă пенсийĕн тỹлевне 7,6: индексациленĕ. Уйрăм çыннăн пенси коэффициенчĕн виçи 145,69 тенкĕрен 156,76 тенкĕ таран хăпарнă. Ватлăхри страхланă пенсин тỹлев виçи 8907,7 тенкĕрен 9584,69 тенке çитнĕ.
2026 çулта ватлăхри страхланă пенсие 64 çул тултарнă арçынсем, 1962 çулта е маларах çуралнисем, 59 çул тултарнă хĕрарăмсем, 1967 çулта тата унччен çут тĕнчене килнисем, тухма пултараççĕ. Çавăнпа пĕрлех социаллă пенсие 69 çул тултарнă арçынсем, 1957 çулта тата маларах çуралнисем, 64 çул тултарнă хĕрарăмсем, 1962 çулта е маларах çуралнисем, тивĕçмешкĕн ыйту лартма пултараççĕ.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен алкоголь тата сигарет акцизне хăпартнă. Иноагентсемшĕн уйрăм çын тупăшĕнчен тытакан налук (НДФЛ) ставкине пысăклатнă тата вĕсене налук хывас енĕпе çĕршывра çирĕплетнĕ çăмăллăхсăр хăварнă. Çулталăкра пĕр кун ĕçленĕ пулсан та НДФЛ ставки вĕсемшĕн 30 процентпа танлашать.

