Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Итлемен ачасем çук»

«Итлемен ачасем çук»

Т.Николаева

Юлашки çулсенче ял шкулĕсем хуларинчен кая мар çĕнелсе аталанаççĕ. Вĕрентме те, вĕренме те условисем пур енĕпе те çителĕклĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсене паянхи пурнăç ыйтнă шая çитересси, пурлăхпа техника никĕсне аталантарасси çине пысăк тÿпе хывать. Кăçал Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илчĕ. Шкулăн кулленхи пурнăçĕпе кăсăкланса унăн директорĕпе Татьяна Николаевăпа тĕл пултăмăр.

– Татьяна Витальевна, сирĕн коллектив çĕнсе илнĕ пĕрремĕш грант мар ку.

– Çапла. 2006 çулта 1 миллион, 2009 çулта 400 пин тенкĕне тивĕçнĕччĕ. Çак укçапа шкула тĕпрен юсарăмăр, классене, столовăйне çĕнĕ оборудованисем туянтăмăр. Кăçалхи 200 пин тенкĕпе те пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма палăртнă. Математика, вырăс чĕлхи, биологи кабинечĕсене проекторсем вырнаçтарасшăн. Çавăн пекех вĕренекенсен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, ăс-тăн çивĕчлĕхне аталантарас тĕллевпе коридорта шашка-шахматла вылямалли нумай функциллĕ хатĕр лартасшăн. Шкулта «Белая ладья» кружок ĕçлет. Ăна Алексей Лакачов учитель ертсе пырать.

– Лайăх хуçа куллен пĕр пăта çапать, теççĕ халăхра. Эсир те шкула тивĕçлипе тытса тăрасси çине пысăк тимлĕх уйăратăр.

– Кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн шкула капăрлатса илемлететпĕр. Вĕренекенсем çутă та ăшă, хăтлă классенче вĕренеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, кăçал та сахал мар пурнăçланă. Лампочкăсене, чÿречесене улăштарнă, коридора, классене сăрланă, ОБЖ кабинетне çĕнетнĕ.

– Сирĕн коллектив пĕр пысăк чăмăрта ĕçлесе пурăнать. Туслă, пĕр-пĕрне ăнланнăранах ĕнтĕ шкулăн ÿсĕмĕсем те палăраççĕ.

– Мухтанатăп та, савăнатăп та хамрăн коллективпа. Начар кăмăллисем çук. Мана çитменлĕхе уççăн калани килĕшет. Вĕрентекенсем малалла талпăнса вăй хураççĕ. Коллективра 31 çын. Вĕсенчен 19-шĕ педперсонал. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Пархатарлă профессие чун ыйтнипе суйласа илни кашни утăмрах курăнать. Шкул сукмакне чылай çул такăрлатакансем, опытлă педагогсем Анфиса Ефимова, Елена Светопольская, Фаина Порфирьева, Светлана Кириллова, Вера Воронова, Елена Аверьянова, Венера Кудряшова Раççей е Чăваш Республикин гранчĕсене тивĕçнĕ. Пирĕн йышра арçын-педагогсем пурри савăнтарать. Геннадий Дмитриев, Алексей Лакачов, Анатолий Константинов, Владимир Курчин, Герольд Корнилов хăйсен профессийĕнче чăн-чăн ăстасем.

– Эсир чылай çул директор çумĕнче тăрăшрăр. Çакă та хальхи яваплă ĕçре пулăшма кирлĕ.

– Паллах. Ахаль учительте 14 çул, 13 çул директор çумĕнче вăй хурса ăсталăх пуçтарăннах пулĕ. Пĕр-пĕр предмета ертсе пырасси яваплă-ха, çапах пĕр енлĕ ĕç. Педагог хăйĕн предметне лайăх, витĕр пĕлет те ăна урок ирттересси нимĕн те мар. Директорăн вара шкул пурнăçне, унта вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ĕçĕсене куллен тĕрлĕ енлĕн тишкермелле. Ирхине кабинета кĕриччен чи малтан шкул йĕри-тавра пăхса çаврăнатăп. Территорие тирпейлĕ тытса тăрасси те пирĕн тивĕçех. Кулленхи ĕçре вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумсем – Анфиса Ефимовăпа Елена Смирнова нумай пулăшаççĕ. Ĕçшĕн, ачасемшĕн хыпса çунакан вĕрентекенсем вĕсем.

– Сирĕн шкул Раççей шайĕнчи «Пуласлăхри учитель» конкурса та хутшăнчĕ.

– Педагогсем хăйсен професси ăсталăхне ÿстерессине тĕп вырăна хураççĕ. Тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса район, республика, Раççей шайĕнче те палăраççĕ. «Пуласлăхри учитель» конкурс «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Шкул команди /математика тата информатика вĕрентекен Анфиса Ефимова, вырăс чĕлхипе литературине тата акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем Евгения Корниловăпа Елена Светопольская/ Атăлçи федераци округĕнче çурма финала тухрĕç. Шел, пандемие пула малалла тупăшма май пулмарĕ.

– Аслă ăрури çынсем хальхи ачасене «йывăр» теме пăхасшăн. Эсир мĕн шутлатăр кун пирки?

– Ача яланах ача вырăнĕнче. Паллах, саманине кура вăл пурнăç çине урăхларах куçсемпе пăхать. Çапах вĕсене шкулта мĕнле пĕлÿ, воспитани парасси пирĕнтенех килет. Ачасем шкула пĕлÿ илесчĕ тесех çÿреççĕ. Шкулта 87 ача вĕренет. Шкулчченхи ушкăнра 12 тĕпренчĕк воспитани илет. Шкул автобусĕ ултă ял ачисене турттарать. Начар ача çук пирĕн. Аслăрах классенчи чылай вĕренекен çĕнĕлĕхсене тепĕр учительтен те маларах ăса хывать. Ăс-тăнĕ те çирĕп. Итлемен ачасене те асăрхаман. Пирĕн шкул ачисем предметсен олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче те палăраççĕ.

– Татьяна Витальевна, хальхи вăхăтра шкул ачисене вĕри апат çитересси мĕнле пулса пырать?

– Кашни вĕренекен вĕри апат çиет. Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен кĕçĕн классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр. 1-4 классенче вĕренекенсем кунне икĕ хутчен /ирхине тата кăнтăрла/ апатланаççĕ. Вĕсене патшалăх кунне 52,36 тенкĕ уйăрать. Ыттисем кунне 40 тенкĕ тÿлесе çиеççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах пĕр ачана тÿлевсĕр апатлантаратпăр.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code