Сиенлĕ интернет-сайтсене йĕркелекенсем çынсен ăс-тăнне хавшатас, психика çине япăх витĕм кÿрес, халăха пĕр-пĕринпе хирĕçтерес тĕллевсене мала хураççĕ.
Интернет çыхăнăвĕнчи страницăсем çине наци атрибутикине тата экстремистла организацисен паллисене вырнаçтаракансене, вĕсене халăх хушшинче сарас тĕллевпе хатĕрлекенсене тата упракансене тивĕçлĕ айăплав кĕтет. Экстремизм çулне пÿлес тĕллевпе Федераци шайĕнче «Экстремистла ĕç-хĕле хирĕç тăрасси» саккун йышăннă, унта кĕртнĕ требованисене пурнăçа кĕртсе Федераци шайĕнче «Раççейри экстремистла материалсен пĕрлехи пĕтĕм списокне» хатĕрленĕ. Списокпа minjust.ru сайта кĕрсе паллашма пулать.
Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.29 статйипе килĕшÿллĕн, маларах асăннă йĕркесене пăснă уйрăм граждансене экстремистла материалсемпе вĕсене хатĕрлеме май паракан оборудованисене конфискацилесе 1 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран штрафлама, е 15 кун таран арестлеме, должноçри çынсене – 2 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, предприяти-организацисене 100 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф хума е вĕсен ĕç-хĕлне 90 талăк таран чарса лартма пултараççĕ.
А.АФАНАСЬЕВ,
Елчĕк районĕн прокурорĕн çумĕ.