Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çăмăллăн пуйма çук

Çăмăллăн пуйма çук

Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕрарăм электронлă майпа укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе пĕр миллион та 500 тенкĕ çухатнă.

39 çулхи гражданка ШĔМĕн тĕп хулара вырнаçнă 3-мĕш номерлĕ полици пайне шăнкăравласа ултавçăсем хăйне Интернет урлă шăнман пăр çине лартса хăварни пирки пĕлтернĕ.

Маларах Интернет уçлăхĕнче вăл «Укçа-тенке биржăра мĕнле ĕçлесе илме пулать;» текен пĕлтерÿпе кăсăкланса кайнă. Сĕннĕ страницăра ятарлă анкета хатĕрленĕ, хăйĕн уйрăм кăтартăвĕсене, банк карттин реквизичĕсене палăртнă, документсен копийĕсене вырнаçтарнă. Пысăк тупăш шантарнă ăна ултавçăсем. 6 пĕчĕк заем илсе хăйĕн икĕ пÿлĕмлĕ хваттерне, «Kia Rio» автомашинине салука хывнă, укçи-тенкине ултавçăсем каланă счет çине куçарнă. Хĕрарăм нухрат куçарса пама шантарнисем çухалнă хыççăн тин хăйне улталанине ăнланса илнĕ.

Çакăн евĕр тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ, вĕсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса халăха асăрхаттарсах тăратпăр пулсан та ултавçăсен серепине лекекенсем тупăнсах пыраççĕ. Ямăт укçа алла çăмăллăн кĕресси иккĕленÿллĕ. Хамăрăн тĕслĕхпе мар, ыттисен тĕслĕхĕ урлă киревсĕрлĕхрен тата ултавçăсенчен упранма хăнăхар.

Чăваш Республикинчи ШĔМĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code