Октябрĕн 1-мĕшĕнче «Елчĕк ен» хаçат редакцине çулсеренех тивĕçлĕ канури пичет ĕçĕн ветеранĕсем пуçтарăнаççĕ. Редакцинче тата типографинче ĕмĕрĕпех ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăрури çынсемпе хаçатăн паянхи коллективĕн ĕçченĕсен çавра сĕтел хушшинче калаçмалли сахал мар.
Иртнĕ вăхăта самантлăха та пулин таврăннă май вĕсем тĕрлĕ çулсенче ĕçре пулса иртнĕ интереслĕ самантсене куç умне кăларса тăратаççĕ, шỹтлĕ пулăмсене аса илеççĕ, иртнине хальхи пурнăçпа танлаштараççĕ. Кăçалхи уяв та аслă ăрурисемпе çамрăксене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Чи малтанах вĕсем «Ялкорсем — вăрçă ветеранĕсем» галерейăна уçрĕç. Унтан сĕтел хушшине вырнаçса вĕри чейпе сăйланчĕç.
Уявпа кашниех кăмăллă юлчĕ.