Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление с Днем Российской полиции

Поздравление с Днем Российской полиции

Шалти ĕçсен органĕсен хисеплĕ сотрудникĕсем, ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе — Раççей шалти ĕçсен органĕн ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр.

Право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем пысăк та яваплă ĕç пурнăçлаççĕ, йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен лăпкăлăхне, вĕсен прависемпе интересĕсене хỹтĕлеççĕ.

Сирĕн ĕçĕр хăрушлăхпа çыхăннă, хăвăр тивĕçĕре тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлатăр, районти лару-тăрăва тивĕçлĕ шайра тытса тăратăр, халăха лăпкăн ĕçлеме тата канма майсем туса паратăр.

Полици сотрудникĕсене пурне те тỹсĕмлĕх, саккуна пăсакансен çулне пỹлме яланах хатĕр пулма, палăртнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçлама сунатпăр.

Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăй-хал, кил вучахĕн ăшшине туйса тăма тата çитĕнỹсемпе палăрма сунатпăр.

И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.

Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code