Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Власть органĕсен ертÿçисен ырă тĕслĕхĕ

Власть органĕсен ертÿçисен ырă тĕслĕхĕ

Ĕнер, октябрĕн 19-мĕшĕнче, ирхине-ирех шурă Шупашкарта Атăл хĕрринче массăллă спорт тренировки иртнĕ. Çапла майпа Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципаллă пĕрлешÿсен ертÿçисем сывă пурнăç йĕркине республика шайĕнче çирĕп йĕркене кĕртес тĕллевпе пархатарлă утăм пурнăçлаççĕ.

Спорт тĕл пулăвне хутшăннисене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетсе аталантарма пулăшнăшăн ĕçтешĕсене тав тунипе пĕрлех кулленхи çакăн йышши тренировкăсем сывлăха çирĕплетме, кулленхи ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелеме пулăшнине палăртса каланă.

Михаил Игнатьев ирттерекен тунтикунхи ĕçлĕ канашлăва тата ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕн ĕçне хутшăнас тĕллевпе районсемпе хуласенчен килсе çитнĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем те çакна спортри паллă пулăм вырăнне хурса йышăннă. Ирхи тренировкăна хутшăннă Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый: «Сывă ÿт-пÿре – ырă шухăш-кăмăл. Ылтăн кĕркуннехи çут çанталăкра ушкăнпа чупăва тухни тухăçлă ĕçлес хастарлăха та ÿстерет», – тет.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code