Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Объявления > Чемпионата хутшăнар!

Чемпионата хутшăнар!

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Раççей шайĕнче, республикăра, районта иртекен конкурссене хастар хутшăнаççĕ.

Çакă та йăлана кĕнĕ: эпир «Ростелеком» ПАО тата Интернетăн наци доменĕн Координаци центрĕ ирттерекен «Изучи интернет – управляй им!» Пĕтĕм Раççейри çиччĕмĕш онлайн-чемпионата та хутшăнатпăр (https://игра-интернет.рф/register).

Хастар вĕренекенсем черетлĕ вĕренÿ çулталăкĕнче те хăйсен тавра курăмне тĕрĕслесе пăхма шутларĕç. Чи малтанах вĕсем ноябрĕн 5-мĕшĕччен регистрациленеççĕ. Ун хыççăн ноябрĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен хуть хăш кунра та 1 сехет хушшинче 7 тĕрлĕ ăмăрту-ĕçе хутшăнса балсем пуçтараççĕ. Хушма балсем илме те майсем пур.

Призĕсем ачасемшĕн питĕ илĕртÿллĕ. Пĕрремĕш вырăна тухакансене – ноутбук-трансформер ACER Spin 1, кĕмĕл медале тивĕç пулакансене – смартфон Xiaomi Redmi 5A, пăхăр çĕнсе илекенсене вара ăслă фитнес-браслет Xiaomi Mi Band 3 параççĕ. Пĕтĕм хутшăнакан тата командăн ертÿçи сертификата тивĕçет.

Ăмăртăва командăпа тата пĕчченшерĕн хутшăнма пулать. Пурне те çак чемпионата хутшăнма сĕнетпĕр. Ăнăçу сунатпăр.

М.ГРИГОРЬЕВ,
Курнавăш шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code