Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен хамăрăн асăрханмалла

Чиртен хамăрăн асăрханмалла

Пурне те паллă пулĕ ĕнтĕ: инсультпа чирлес хăрушлăх гипертонипе, сахăр чирĕпе, атеросклерозпа чирлесен, эрех-сăрапа иртĕхсен, пирус туртсан ÿсет. Этем мĕн чухлĕ ватăрах – чирлес хăрушлăх тата пысăкрах. Раççейре çак чир çулсерен 400 пин çынна ураран ÿкерет. Шел пулин те, хăйĕн сывлăхне упраманнисем тÿрех вилме те пултараççĕ, чылайăшĕ вара инвалид пулса юлать. Анчах юлашки çулсенче çак чир «çамрăкланса» пыни палăрать. Унпа 25-30 çулхисем те чирлеççĕ.

Ватăлса пынă май çыннăн юн тымарĕсем майĕпен хытса пыраççĕ. Çавăнпа çын йывăр ĕçлесен, сывă пурнăç йĕркине тытса пымасан пуç мимин юн тымарĕсен ĕçĕсем пăсăлаççĕ. Çак ишеми инсульчĕ патне илсе пыма пултарать. Юн тымарĕ татăлса кайнине геморраги инсульчĕ теççĕ. Çаксем пуç мимин юн тымарĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантараççĕ.

Пирĕн пуç мими икĕ çур чăмăртан /полушаринчен/ тăрать. Сулахай енчи калаçушăн, вулавшăн, çырушăн ответлă. Музыка тата ÿкерес пултарулăх сылтăм çур чăмăрĕпе çыхăннă. Сулахай енчи çур чăмăр сиенленни çынна ăнланмалла калаçма, хăйĕн шухăшне тĕплĕн каласа пама, ыттисем мĕн каланине ăнланма чăрмантарать. Сулахай енчи çур чăмăр сиенленсен çынна паралич çапать. Пуç мимине юн кайнин 90 проценчĕ гипертони чирĕпе çыхăннă.

Сывă çыннăн та пуç çаврăнасси, пуçа йывăр пуласси, ал-ура туйăмĕ начарланасси пулма пултарать. Çын çакна тепĕр чухне шута та илмест. Анчах сывах çывăрма выртнăскер, ирхине алă-ури ĕçлеменнипе – шалкăм çапнипе вăранса каять. Чирĕ те, сипленесси те çынран хăйĕнчен килет. Практика кăтартса парать: чирлĕ çынсем хăйсен гипертони чирĕ пуррине пĕлсен те эмелсемпе тĕплĕ сипленмеççĕ. Чирлисен тепĕр çурри вара эмелсене врач каланă вăхăта пăхмасăр, аса илнĕ чухне çеç ĕçет. Çавна манас марччĕ: тухтăр çырса панă эмелсене куллен, чир иртсе каймасан, ĕмĕр тăршшĕпех ĕçмелле. Паллах, хăйсен юн пусăмне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Юн пусăмне йĕркелекен эмелсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсене тухтăр чирлĕ çынна кашнине уйрăммăн тĕрĕслесе, тĕрлĕ эмелсем çырса парать.

40 çул урлă каçнă кашни çын хăйĕн юн пусăмне эрнере 2-3 хутран кая мар виçтерсе тăмалла, хăйĕн юн пусăмне пĕлмелле. Сывă çыннăн юн пусăмĕ вăтамран 120/80 мм ртуть юппинче пулмалла.

Кăçал районта 48 çынна инсульт пулнине шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак кăтарту – 40. Асăрхатăр пулĕ, чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Калас пулать, чирленисенчен 12-шĕ ĕçлекенсем. Чи çамрăкки – 52 çулхи арçын. Çавăн пекех çулталăк пуçланнăранпа инсульта пула 12 çын çĕре кĕнĕ. Шупашкарти реабилитаци центрĕнче сипленнĕ 7 çынна учета илнĕ, вĕсем тухтăр патĕнче сипленсех тăраççĕ.

Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Эпĕ сире хăвăрăн сывлăхăра упрама сĕнетĕп.

Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code