Ача сачĕ çĕнелет
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа унăн пĕрремĕш çумĕ-вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнчи юсав ĕçĕсемпе кăсăкланнă.
Кăçал ача сачĕ курăмлă юсав ĕçĕсем пуçарнă. Малтанхи тапхăрта «Алекс» ООО строителĕсем 18 чÿречене пластиклипе улăштарнă. Хальхи вăхăтра кунта хĕрÿ ĕç пырать. «Великий лес» ООО строительсен бригади ытти 59 чÿречене, ăшă тытăмне çĕнетнĕ, кухньăри, икĕ ушкăнри урайсене улăштарнă.
Юсав ĕçĕсене иртнĕ çул район социаллă, инженери тата транспорт инфраструктурине аталантарнă çĕрте пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин гранчĕн 1706 пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçнипе пурнăçлаççĕ.
Район пуçлăхĕсем строительсен ĕçне хакланă, вĕсене тĕрлĕ сĕнÿсем панă май рабочисене ача сачĕн ĕçченĕсем те пулăшнине ырланă.
Врач амбулаторине юсаççĕ
Çĕнĕ Пăвари врач амбулаторийĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Республика бюджечĕ çак тĕллевпе вĕсене 1 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Хальхи вăхăтра кунта кабинетсене çĕнетеççĕ, пушар сигнализацийĕ вырнаçтарнă. Райбольницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова юсав ĕçĕсем мĕнле пынине çирĕп контрольлесе тăрать.
Кунти врач амбулаторине çичĕ ял халăхĕ сипленме çÿрет. Юсав хыççăн пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланни кунта пурăнакансен кăмăлне çĕклесси куç кĕретех. Ку тăрăхра пурăнакансен тахçантанпа кĕтекен стоматологи кабинечĕ те хăйĕн алăкне яриех уçĕ.
Ăсчахăмăра халалланă
Паллă ентеш-академика Г.Н.Волкова асăнса йĕркеленĕ этнопедагогикăн наукăпа тĕпчев институчĕ 15 çул çитнĕ май çавра сĕтел иртнĕ.
Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçăва «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти Марина Львова тата Надежда Хушкина вĕрентекенсем те хутшăннă.
«Выля, хут купăс»
Комсомольски районĕнчи тутар ялĕнче – Урмаелĕнче – регионсем хушшинчи «Выля, хут купăс!» фестиваль-конкурс иртнĕ.
Унта Чăваш Енри ăстасем кăна мар, кÿршĕ республикăри халăх инструменчĕсен маçтăрĕсем те хутшăннă. Фестиваль-конкурсран Сăрьелсем те пăрăнса юлман. Зевдет Салахутдиновпа Альфик Гималетдинов купăсçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартса I тата II степень дипломсем çĕнсе илнĕ.