Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курăксене апатлантараççĕ

Курăксене апатлантараççĕ

«Победа» сахал яваплă обществăра ытларикунран тытăнсах нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. Яваплă ĕçе пурнăçлама Геннадий Дружинина шанса панă.

– Аммиак селитри пĕтĕм лаптăкра /450 гектар йышăнать/ усă курма çитмелле, – тет Николай Головин директор.

Ĕçе тухăçлă йĕркеленин тĕп вăрттăнлăхĕ – уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хальхи йышши хăватлă техникăсем хутшăннинче. Ял хуçалăх предприятийĕн техника паркĕнче пулса курнă кирек хăш çын та çирĕплетсех çапла каласса пĕлсе тăратпăр.

Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене апатлантарнă çĕрте те, паллах, хăватлă техника ĕçлет. Германи çĕршывĕнче туса кăларнă КЛАСС йышши «Скорпион» телескоплă погрузчик хальлĕхе районти урăх нихăш хуçалăхра та çук. Унпа ĕçлеме Сергей Елисеева çирĕплетнĕ, механизатор шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма кирлине те лайăх ăнланать.

…Акана хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартнине тĕрĕслесе хак паракан районти комисси иртнĕ кунсенче «Победа» ОООра пулса курнă май вĕсен ĕçне çÿллĕ шая хурса хакланă. Унсăр пуçне, черетлĕ çур акире çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн усă курма кирлĕ пĕтĕм вăрлăх ака кондицине туллин тивĕçтерет. Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран туяннă.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: механизаторсем паян тесен паян акана тухма хатĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code