Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çăварни çитет те иртет

Çăварни çитет те иртет

Лаш Таяпара Çăварнине анлăн паллă тунă.

Культура çуртĕнчи фойере тĕрлĕ выставкăсем йĕркеленĕ. Кунтах ял çыннисемпе хăнасем Д.Евдокимова, Л.Пешкумова, И.Сметанин, П.Теренин маçтăрсен ал ĕçĕсемпе паллашнă. Ял старости В.Яковлев уявăн йăли-йĕркипе паллаштарнă хыççăн пуçтарăннă халăх тĕрлĕ конкурссенче ăмăртнă. Мĕнле Çăварни-ха вăл икерчĕсĕр; Хăнасем çуллă икерчĕсем çисе, лашасемпе ярăнса çепĕç юрăсем шăрантарнă. «Тайпи» фольклор ушкăнĕн тата культура çурчĕн солисчĕсен юрри-ташши инçете-инçете саланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code