Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юбиляра – чыс

Юбиляра – чыс

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çуртĕнче хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарайман аслă ăру çыннисем хÿтлĕхпе канлĕх тупнă.

Хальхи вăхăтра кунта 20 çын пурăнать. Условисем питĕ лайăх, хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Уйрăм ертÿçи Антонина Осипова хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса туса пыни курăнать. Алăк умĕнченех пуçланакан тирпей-илем куçа илĕртет.

Ултă социаллă работник тăрăшать кунта. Таса та çутă пÿлĕмсенче телевизор, кĕпе-тумтир шкафĕсем, çемçе те таса вырăнсем, ура айĕнче кавирсем. Ватăсене çăвăнтарса тăма мунча та пур. Хăйсене апат-çимĕç хатĕрлеме тĕрлĕ пахча çимĕçе ватăсем хăйсемех ÿстереççĕ. Тĕрлĕ уявсемпе çуралнă кунсене те пĕрле, ушкăнпа паллă тăвать çак туслă йыш.

Çак кунсенче уйрăмра тимлĕхпе ăшăлăх тупнă Зинаида Мальцеван 90 çулхи юбилейне паллă турĕç. Зинаида Алексеевна пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн йывăр саманинче те вĕренсе çын пулма мехел çитернĕ чăваш хĕрĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранне районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертÿçи Евгения Михайлова Раççей Президенчĕн саламне вуласа пачĕ, хаклă парнепе чысларĕ. Зинаида Алексеевнăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин, республикăри ветерансен организацийĕн президиумĕн членĕ Серафима Терентьева, коллектив ячĕпе Валерий Кириллов саламларĕç, Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕç.

Юрă хыççăн юрă шăранчĕ юбилей уявĕнче. Илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамне ăшшăн путаракансем те хăйсем – социаллă ĕçченсем. Вĕсем уйрăмра «Ахах» ушкăн йĕркелесе янă. Юбиляра вĕрентекене сăнарланă сценка та кăмăлне кайрĕ. Пĕр шăпаллисен юррисене итленĕ май Зинаида Алексеевна куççулĕсене тытса чараймарĕ.

Юлашкинчен тăхăр теçетке çула сумлă утса тухнă ĕç ветеранне кĕрекене лартса хăйсем пĕçернĕ тортпа, кукăльсемпе сăйлама пĕр çемьери пек сĕтел хушшине вырнаçрĕç.

Зинаида Мальцева хăйсене пăхса тăракан коллектива, килнĕ хăнасене тав сăмахĕ каларĕ, пурне та вăрăм ĕмĕр пурăнма пил пачĕ.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code