Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹсĕмлĕхре çитĕннĕ

Тỹсĕмлĕхре çитĕннĕ

Ĕмĕр ĕмĕрлесси — уй урлă каçасси мар.

Этем хăй пурнăçĕнче мĕн кăна курмасть-ши? Савăнăçĕпе юнашарах хурлăхне те тỹссе ирттерме тивет.

Вăрçă йывăрлăхĕсене, нушине «вăрçă ачисен» те самай тутанма тивнĕ. Вĕсенчен пĕри — Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Зоя Васильевна Семенова. Хура-шурне чылай курнă хĕрарăм хăйĕн кун-çулĕ çинчен пĕрре те ỹпкелешсе калаçмасть çапах та.

Аслă Таяпа хĕрĕ пулнăскер, 1938 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче Екатеринăпа Василий Шадринсен çемйинче кун çути курнă. Вăрçă пуçлансан ашшĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Амăшĕ икĕ ачапа тăрса юлнă. Зоя хыççăнхи тата кĕçĕнрех. Вĕсене вăл хире ĕçе пĕрле илсе çỹренĕ. Сивĕре те, шăрăхра та. Иккĕмĕшĕ чирлесе ашшĕ вăрçăран киличчен çĕре кĕрет.

«Аннене питĕ хĕрхенеттĕм. Мĕн кăна тỹсмен-ши вăл? Йывăр пулсан та 7 çул тултариччен шкула ячĕ мана, — ассăн сывласа каласа парать 88 çулти кинемей. — Вăрçă чарăнсан атте таврăннине те питĕ лайăх астăватăп. Каярахпа йыш хутшăнчĕ: 2 хĕр тата 3 ывăллă çемье пулса тăтăмăр».

Зоя ялти шкулта 7 çул вĕреннĕ. Малалла пĕлỹ илме ăнтăлнă пулин те, май килмен: уйăхсерен 150 тенкĕ ăçтан тупăн? Шкулпа «сыв пуллашнă» 15 çул та тултарайман хĕр çитĕннисемпе пĕрле Мускав тăрăхне торф кăларма каять. Çапла майпа хăйне валли тумтир туянмалăх укçа ĕçлесе илет. Тепĕр тăватă çултан çерем уçнă çĕре çитет, унта та хăйĕн тăрăшулăхне кăтартать. Тăван ен вара кирек ăçта пулсан та хăй патнех туртать. 24 çулхи хĕр майăн 1-мĕшĕнче Хăвăлçырма йĕкĕчĕн, Сильвестр Семеновăн, мăшăрĕ пулса тăрать. Пилĕк ача çуратса ỹстереççĕ Семеновсем: икĕ хĕр тата 3 ывăл. Зоя аппа «Мир», «Знамя» хуçалăхсенчи тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, хăмла туса илессинче те вăй хунă. 16 çул колхозри ревизи комиссийĕн членĕ пулнă. «Тĕрĕслĕх яланах маншăн малти вырăнта пулнă», — тет вăл.

48 çул пĕрле пурăннă хыççăн мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса каять, Валерий ывăлĕн пурнăçĕ те кĕске пулать.

Зоя Васильевна паян та вашават та вĕри чунлă. Тĕнчери хыпарсемпе кăсăклансах тăрать, çĕршывăн, ялăн аваллăхĕпе мăнаçланать, малашлăхĕшĕн те шухăшлать.

Паян ăна ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем хавхалантарса пыраççĕ, кил-хуçалăхра яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Канлĕ ватлăх пултăр ăна.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен
канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code