Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парăмсене вăхăтра тÿлемелле

Парăмсене вăхăтра тÿлемелле

Хĕл варрине çитсе те çанталăк ăшă тăни, паллах, çынсем ăшăшăн тÿлемелли виçене те чакарать. Çав вăхăтрах топливăпа энергетика комплексĕнче парăмсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч.

Строительство министрĕ Алексей Грищенко парăмсен виçи çулталăк каяллахинчен самай чакнине палăртнă пулин те республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усă курнă энергоресурссемшĕн тÿлемелли 2,7 миллиард тенкĕлĕх парăмпа çырлахма юраманни пирки чарăнса тăнă. Çав шутран тĕп хулари çурт-йĕрти ăшăшăн яваплă «Теплосеть» компанин газовиксен умĕнчи парăмĕ 55 миллион тенке çитнĕ. Çак компание нумаях пулмасть йĕркеленĕ – кĕске вăхăтрах çавăн чухлĕ парăм пухма ĕлкĕрнĕ те…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code