Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виççĕ тултариччен

Виççĕ тултариччен

Республикăра пурăнакансене социаллă пулăшу мерисен 90 ытла енĕпе тивĕçтереççĕ. Кăçал та вĕсене сыхласа хăварнă, вĕсем çумне ытти хушăмсем кĕртнĕ.

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регион шайĕнчи «Ача çуралсан çемьене укçа-тенкĕпе пулăшасси» проектра ача пур çемьесене уйăхсерен парса тăракан тÿлевсемпе тивĕçтерессине палăртнă.

Кăçалтан пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен паракан тÿлеве унчченхи пек ача çулталăк çурă çитиччен кăна мар, виçĕ çула çитичченех парса тăраççĕ. Пособие тивĕçмелли услови те улшăнчĕ – çемьере пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмалли минимум виçинчен малтанхи пек 1,5 хут кăна мар, 2 хут пысăк мар пулсан.

2020 çулти тÿлев виçи 9541 тенкĕпе танлашать. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче пурăнмалли минимум 10134 тенкĕ /маларахри çулти иккĕмĕш кварталтине шута илеççĕ/, апла пулсан ачашăн пособи илекенсен çемьере пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш 20268 тенкĕрен иртмелле мар.

Тепĕр пособи – виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн. Ăна та ача виçĕ çула çитиччен тÿлессине сыхласа хăварнă. Çемьери вăтам тупăш пирки маларах асăннă услови ку пособи тĕлĕшпе те вăйра тăрать /унччен пурăнмалли пĕр минимумран иртнĕ пулсан тÿлемен/. Тÿлеве 2016 çулхи январĕн 31-мĕшĕ хыççăн çемьере черетпе виççĕмĕш, тăваттăмĕш тата малаллахи ача çуралнăшăн параççĕ. Январьтен ку тÿлев 9254 тенкĕпе танлашать, вăл кварталсерен улшăнса пырĕ.

И.АНИКИНА,
район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code