Çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе Раççейри ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсен йышĕнчи «Слава картофелю» агрофирма» ОООн пирĕн районти предприятийĕн – «АСК-Яльчики» ОООн ят-сумĕ çулсерен ÿссе пырать. Иртнĕ эрнекун пулса иртнĕ ял хуçалăхĕпе промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнчен те вĕсем хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăннă – ÿсен-тăран отраслĕнчи экономика кăтартăвĕсене /9 уйăхри таса тупăш 37 миллион та 255 пин тенкĕпе танлашнă/ ÿстернĕшĕн II степень диплома тата укçан премие тивĕçнĕ. Çавна май предприятин ĕç тăвакан директорĕпе Ю.В.Галкинпа тĕл пулса калаçни вырăнлă та пулчĕ.
– Уй-хирти ĕçсемпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи районти кăтартусене паянхи уявра пĕтĕмлетеççĕ. Эсир, Юрий Васильевич, хăвăрăн ĕçĕре мĕнле хак панă пулăттăр?
– Чи кирли – малтан йышăннă ĕç планне туллин пурнăçлани тата уй-хирти кашни ĕçе пĕлсе, тухăçлă йĕркелесе пыни. Пĕрлехи вăйпа кар тăрса тимленин тивлетне кура 920 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула, çĕр улмине /унăн лаптăкĕ 196 гектар пулнă, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç – 286 центнера яхăн/ яланхи пекех агротехника йĕркипе килĕшÿллĕн кĕске вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртни, паллах, чи пысăк хака тивĕçлĕ. Унсăр пуçне, çĕр ĕçченĕсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн уйрăммăн тав тума сăлтавĕ пысăк.
– Апла пулин те, кĕр мăнтăр килнин вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?
– Çĕнĕ технологисемпе усă курнинчен, агротехникăпа наука ыйтнисене тĕпе хурса ĕçленинчен нумай килет. Çакă – хальхи вăхăтри пурнăç хистевĕ те.
Пирĕн уй-хирсенче энергие перекетлекен хăватлă йышши техника анчах хуçаланать, вĕсене ГЛОНАСС тытăмпа çыхăнтарнă. Çуллахи шăрăх çанталăк условийĕнче лаптăксене иртнĕ çулсенчен тытăнсах шăварассине йĕркелени те, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Çак вăхăтчен çĕр улми лаптăкĕсене пĕр харăсах 3 агрегат-установкăпа шăварса тăнă пулсан, кăçал агрофирма 9 миллион тенкĕлĕх тепĕр агрегат-установка вырнаçтарма вăй çитернĕ. Çапла майпа çитес çул тыр-пул лаптăкĕсене те шăварма майсем пулĕç.
Çĕр пулăхне лайăхлатас, çапла майпа ÿсен-тăран культурисенчен ытларах тухăç илес тесен тăпрана биологизацилени пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытатпăр. Çакна ăнланса кашни çул малтан палăртнă чухлĕ лаптăкра сарă донник акса хăваратпăр. Сидерат тăпрари паха элементсене тавăрма пулăшать, вăл ÿсен-тăрана хурт-кăпшанкă тапăнасран та сыхлать, çĕр хуртне ĕрчеме памасть.
Ÿсĕмсен тепĕр вăрттăнлăхĕ – яваплă ĕçе пысăк йышпа, кулленхи ĕçе пурте пĕр çын пек хастаррăн хутшăнни, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни те.
– «Слава картофелю» агрофирма» ООО йĕркелесе ертсе пыракан предприятисен йышĕнчи «АСК-Яльчики» ОООна пысăк яваплăх – çĕр улмин таса /оригинал/ вăрлăхĕсене çитĕнтерес ĕçе шанса панă. Таса вăрлăх туса илесси çăмăл ĕç мар, çакăн валли вăхăчĕ те чылай кирлĕ пулĕ?
– Тĕрĕсех. Таса вăрлăха пĕр çулта туса илме çук – 4 çул тар кăларса ĕçлеме тивет. Çак ĕç А.Г.Лорх ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев институчĕпе килĕшÿ туса малтан çĕр улмин мини-çимĕçĕсене кÿрсе килнинчен пуçланчĕ. Вĕсене ятарласа уйăрнă лаптăкра лартса хăвартăмăр. Халĕ вара мини-çимĕçсене те хамăр патăмăртах çитĕнтеретпĕр.
Агрофирмăн пирĕн районти никĕсĕ çинче иртнĕ çул селекципе вăрлăх центрĕ хута кайрĕ. Кунта шăпах ăслăлăх-тĕпчев институтĕнчен илсе килекен – пробиркăра ÿсекен çĕр улмин микрокалчисене çитĕнтеретпĕр. Иртнĕ çул 100 микрокалча кÿрсе килнĕ. Вĕсене 4 пая уйăрса каялла пробиркăна вырнаçтартăмăр. Çак ĕçе хĕл каçипе 4 хут пурнăçларăмăр, çапла майпа микрокалчасем темиçе пине те çитрĕç. Вĕсене ĕçе кĕртиччен вируслă чирсенчен асăрханса тĕплĕ анализ тăваççĕ. Суйласа илнĕ чи лайăх сортсемпе анчах усă куратпăр.
Таса вăрлăха Канаш районĕнче ятарласа уйăрнă анана кашни çул 25-шер гектар лартса хăваратпăр. Кăçал пробиркăри 30 пине яхăн микрокалчаран /вĕсене туннель-теплицăсенче çитĕнтернĕ/ мини-çимĕçсем туса илнĕ пулсан, çитес çул вĕсене кунти лаптăкра çитĕнтеретпĕр. Виççĕмĕш çулхине çак вăрлăхран супер-супер элита, тăваттăмĕш çулхине супер элита пулать. Кăçал эпир шăпах элита вăрлăх туса илнĕ. Çавна май Хăвăлçырмапа Кÿлпуç ялĕсен çывăхĕнчи хирсенче черетлĕ 2019 çулхи çур акире элита репродукцири çĕр улми çитĕнтеретпĕр.
– Агрофирма ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсем ыйтакан вăрлăхлăх тата апат-çимĕçре усă куракан çĕр улмин тĕрлĕрен сорчĕсене – «Невский», «Ред Скарлет», «Ривьера», «Импала», «Жуковский ранний»… çитĕнтерет. Апла пулсан, республикăра, районта пурăнакансен аякка кайса çÿремесĕрех пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянма пулать.
– Ытти çулсенчи пекех сутлăх çĕр улмине паянхи уяв пасарне те илсе килтĕмĕр. Ăна ытти кирек хăш вăхăтра та – çуркуннеччен туянма пулать. Мĕншĕн тесен, хăвăрах куратăр, автоматизациленĕ управра вăл питех те шанчăклăн упранать. Кашни тĕрлĕ сорта расна контейнерсенче упрани ăна лайăх сăнаса-асăрхаса тăма май парать. Çĕр улмине упрама кирлĕ температурăна пĕр пек йĕркелесе тăратпăр, сывлăша вентиляторпа уçăлтаратпăр. Çакна кура «иккĕмĕш çăкăр» хĕл каçипе те хăйĕн пахалăхне çухатмасть.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: «АСК-Яльчики» ООО хастарĕсем: Светлана Смирнова тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан, Юрий Галкин ĕç тăвакан директор, Ольга Трофимова бригадир, Александр Павлов тĕп инженер, Вера Волкова тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан, Комсомольски районĕнчи предприятири склад заведующийĕ Раиль Камальдинов, хăйĕн ĕçĕнчи чăн ăста Андрей Шкапов.