Нумаях пулмасть Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирне пирĕн районти атлетсем те йышлăн хутшăннă.
2000 çулхи та унран кĕçĕнрех 63 тата 85 килограмлă виçесенчи арçын ачасенчен Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Александр Константинов /Курнавăш шкулĕ/ мала тухнă. Леонид Цветков, Андрей Ефимов, Андрей Петров /Курнавăш шкулĕ/, Владимир Семенов /Елчĕк шкулĕ/ паха результатсем кăтартнă.
Çак ÿсĕмри хĕр ачасенчен Екатерина Семенова /Елчĕк шкулĕ/ виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Валентина Айдаровăпа /Патреккел шкулĕ/ Анита Чайкина /Елчĕк шкулĕ/ призлă вырăна çитме кăштах кăна очко çитереймен.
Чăваш Ен чемпионĕсен йышне харпăр хăйĕн виçинче Анатолий Узюкин /Таяпа Энтри/, Дмитрий Курчин /Курнавăш/, Василий Кириллов /Лаш Таяпа/, Александр Павлов /Кавал/ кĕнĕ. Андрей Кузнецов /Патреккел/ – виççĕмĕш призер.
Çакна палăртмалла: Анатолий Узюкин ăмăртура спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Районăн пĕрлештернĕ команди турнирта иккĕмĕш тухнă.
П.СМИРНОВ.