Палăк уçас шухăшлă
Çак кунсенче районти ветеран-афганецсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă.
Ĕнерхи салтаксем ертÿçĕне Елчĕкри тĕп лапамра Афган çĕрĕ çинче службăра тăнă тата унта пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене халалласа палăк вырнаçтарас шухăшлă пулнине пĕлтернĕ. Николай Петрович вĕсен шухăшне ырланă, пĕрле канашласа пулас палăкăн вырăнне палăртнă.
Çул-йĕр юсаççĕ
Çул-йĕр участникĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, инкексен шутне чакарас тĕллевпе районти çул-йĕрсене юсассипе çыхăннă ĕç-хĕл малаллах пырать.
Хальхи вăхăтра «ДПМК «Яльчикское» ООО «Комсомольски-Елчĕк-Курнавăш» автоçула юсас ĕçе пуçăннă.
2 çухрăма тăсăлакан çул-йĕре юсама 21686 пин тенкĕ уйăрма, ĕçе çитес çул вĕçлеме палăртнă.
Ватăсемшĕн тĕрев
Социаллă ĕçченсем хÿтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев параççĕ, чун-чĕре ăшшине парнелесе ватăсене малашлăхра хăйсене шанчăклăн туйма хавхалантараççĕ.
Ватăсемпе инвалидсене, йывăр лару-тăрури çемьесене хăвăрт та вăхăтлă пулăшу парас тĕллевпе Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем мобильлĕ пулăшу тĕсĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак кунсенче вĕсем Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ ялсенче пулса пĕччен пурăнакан ватăсемпе, инвалидсемпе, нумай ачаллă тата ăнăçсăр çемьесемпе курнăçнă.
Патриарха халалласа
Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа Вырăскассинчи ял вулавăшĕнче «Янкăр çăлтăр çути» ятпа поэзи сехечĕ иртнĕ.
Библиотека ертÿçи Р.Векова вулакансен умĕнче чăвашсене çутта кăларакана аслăласа çырнă поэтсен сăввисене чăвашла тата вырăсла вуланă. Поэзи сехетне хутшăннисем Василий Давыдов-Анатри çырнă «Яковлева сума суса» сăвва уйрăмах хапăлласа йышăннă. Сăвăра поэт Иван Яковлевпа Илья Ульяновăн çирĕп туслăхне сăнарланă. Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне ытти халăхпа тату та туслă пурăнма сĕннине халăхăмăр паянхи кун та çирĕп пăхăнать.
Тренировка çивĕчлĕхе тĕрĕсленĕ
Пушартан сыхланас тата асăрханас тĕллевпе районти шкулсенче час-часах тренировкăсем иртеççĕ.
Районти 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ çак кунсенче Елчĕк шкулĕнче «Халăх йышлă пухăнакан вырăнта пушар тухас пулсан пурнăçламалли тата йĕркелемелли мероприятисем» ятпа тренировка йĕркеленĕ.
Унта хутшăннă районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисем – медицина, полици, пушара хирĕç кĕрешекен, кĕтмен лару-тăру, çул-йĕр, телефон тата Интернет çыхăнăвĕсен, газ, электричество сечĕн службисем – хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе инкеке вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулнине лайăх çирĕплетнĕ.
Юсав вĕçленсе пырать
Раççей пенси фончĕ «Доступная среда» программăна тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртсе пырать. 2016-2018 çулсенче унпа килĕшÿллĕн клиент службисен пÿлĕмĕсене çĕнетме 2,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Асăннă патшалăх программипе килĕшÿллĕн Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнче клиент службине юсас ĕç вĕçленсе пырать. Кунта пандус вырнаçтарнă, граждансене йышăнмалли зал хута янă, çурта кĕмелли тĕп алăка тата тамбура анлăлатнă, санузела çĕнетнĕ.
Ку чухне инвалидсене йышăнассипе çыхăннă уйрăмлăхсене те шута илнĕ.