Коррупципе кĕрешессине йĕркелесе пыракан республикăри комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, патшалăх власть тытăмĕн, тĕрĕслевпе асăрхав тата право хуралĕн органĕсен представителĕсем, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
«Çурт-йĕр» строительствине тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне аталантарасси» патшалăх программине пурнăçа кĕртмешкĕн 2016-2018 çулсенче хыснаран 1 миллиард та 900 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май 2016-2017 çулсенче 1500 ытла çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме май килнĕ.Тĕрĕслевпе асăрхав органĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, 27 çамрăк çемье пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе укçа-тенкĕ илнĕ, анчах та 5 çултан кая мар ĕçлемелли йĕркене пăхăнман.
ЧР Финанс министерстви укçа-тенкĕ тăкакĕпе çыхăннă ĕç-пуçа уçăмлатма 86 объекта тĕрĕсленĕ. Çавна май патшалăха 25 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнине тупса палăртнă, унăн пĕр пайне – 9,7 миллион тенкине каялла тавăрнă.
Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕсенче коррупци вăй илме пултарасса шута илсе асăрхав ĕçне вăйлатни пирки каланă. 2018 çулта прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн саккунпа килĕшсе тăман 42 право актне хирĕçленĕ, суда 62 ыйту янă. 1261 представление пăхса тухса тĕрлĕ тытăмра вăй хуракан 800 ытла çынна – дисциплина тĕлĕшĕнчен, 236 ĕçчене административлă майпа явап тыттарнă. Следстви органĕсене янă материалсем тăрăх 5 уголовлă ĕç пуçарнă.
ЧР юстици министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă куракансем тата вырăна арендăлакансем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулнă. Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн арендаторсем 237,9 миллион тенкĕ парăмра пулни палăрнă.
Ларура ытти тĕрлĕ ыйтусене те тишкернĕ.