Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджет пысăкланать

Бюджет пысăкланать

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртес ыйтăва пăхса тухнă.

Çакă кăçалхи бюджетăн виççĕмĕш тÿрлетĕвĕ пулнă – хысна харăсах 1,7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланассине ырланă. Çав шутран 1,6 миллиард тенкĕ – республикăн хăйĕн тупăшĕн шучĕпе. Хушма укçан пысăк пайĕ, 1 миллиард тенкĕ, промышленность производствине аталантарма, регионăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме кайĕ. 700 миллион тенкĕ – муниципалитетсен вĕренÿ, культура учрежденийĕсем валли. Çав шутран 247 миллион тенкĕ – вĕсен хăрушсăрлăхне, право йĕркине тивĕçтерме. Бюджетсен хушшинчи трансфертсен калăпăшĕ кăçал 20,5 миллиард тенкĕпе танлашĕ, çакă иртнĕ çулхинчен 27 процент пысăкрах.

Республика Пуçлăхĕ «Сывлăх сыхлавĕ» нац-проектпа килĕшÿллĕн РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Чăваш Ене çитес 3 çулта 2,44 миллиард тенкĕ ытла уйăрса парасси пирки пĕлтернĕ. Çав шутран 750 миллион тенкине республика çитес çулах илĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енĕн икĕ строительство объекчĕ федерацин 2019 çулхи инвестици программине кĕнĕ. Тĕп хулари ачасен инфекци больницине реконструкцилеме тата хулан тĕп больницин поликлиникине тума Мускав укçа-тенкĕпе пулăшассине çирĕплетнĕ.

Çĕнелекен бюджет виçине те пăхса тухнă ларура. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн бюджетăн тупăш пайĕ 49,4 миллиард тенкĕрен иртмелле – 2017 çулхинчен 12,4 процент чухлĕ пысăкрах. Тăкаксем вара – 50,6 миллиард тенкĕ ытларах /хушăм – 15,5 процент шайĕнче/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code