Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх пусмалли пунктсенче йĕрке пулмалла

Выльăх пусмалли пунктсенче йĕрке пулмалла

«Çеçен хирте нăрă та – какай вырăннех», – теççĕ-и-ха халăхра? Эпир çеçен хирте мар, пирĕн хĕле хирĕç сивĕтмĕшсене выльăх какайĕпе тултарасси йăлара. Анчах ыйту: выльăха ăçта пусса тирпейлемелле?

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, юлашки вăхăтра йышăннă саккунсемпе килĕшÿллĕн выльăха ятарлă вырăнта пусмалла. Тĕпрен илсен, Раççей Ял хуçалăх министерствин «Пĕчĕк тата вăтам йышши ятарлă пунктсенче выльăха пусса какая малтанласа тирпейлесси çинчен калакан ветеринари правилисем», çавăн пекех Таможня союзĕн «Аш-какай тата унран хатĕрленĕ продукцин хăрушсăрлăхĕ çинчен» текен Техрегламент çапла тума хистеççĕ. Уйрăмах асăннă пĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсене аш-какай сутас тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.

Ют çĕршывсене ăсатнă чухне кăна-и? Юнашар регионта сутас тесен те – йĕрке пĕрех. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, шăпах çак вăхăталла ялсем тăрăх çÿресе пуçтарнă выльăх какайне Чулхула, Чĕмпĕр, Мускав облаçĕсен тата Тутарстан çыннисене сутаççĕ. Кунта ним япăххи те çук. Анчах нумай чухне туяннă выльăха ял вĕçĕнчех е çырмарах пусаççĕ-çке.

Кунта, ятарлă оборудовани вырнаçтарман çĕрте, ветеринарипе санитари правилисем, гигиена требованийĕсем çинчен калаçни пушă сăмах çаптарни кăна вĕт. Аш-какай хăрушсăрлăхĕ вара пы-ы-сăк ыйту çуратать.

Хăрушсăрлăх тата пахалăх сăлтавсăр аса килмест çав. Россельхознадзор специалисчĕсем кăçал Чăваш Енри предприятисем тата усламçăсем туса илекен какая лабораторисенче тĕрĕслеттернĕ май сыснан шăнтнă пĕверĕнче тата аш татăкĕнче çын сывлăхне сиен кÿме пултаракан япаласем тупса палăртнă: Шупашкар районĕнчи пĕр предпринимательтен илнĕ пробăсенче. Чăх какайĕн фаршĕ тата хырăмлăхĕ иккĕленÿ çуратнă тĕслĕхсем те пулнă.

Выльăх пусса тирпейлемелли ятарлă пунктсем патнех таврăнар. Чăваш Республикинче кашни районта тенĕ пекех пур вĕсем – 40-е яхăн. Вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх та, сысна та пусса тирпейлеççĕ. Пĕр шутласан ял çыннишĕн меллĕ те çакă.

Чир-чĕр тухасран тата сарăласран /чи малтанах сыснасен Африка чуми/ çакнашкал пунктсене Россельхознадзор куçран вĕçертмест. Кăçал 12 пункт тĕрĕсленĕ.

Шел те, тĕрĕслевçĕсем çитменлĕхсем тупса палăртнă тĕслĕх сахал мар. Ку енĕпе ĕçлес текенсен чи малтанах çак йĕркесене шута илмелле. Выльăха пусса тирпейлемелли пунктсене илсе килнĕ самантран пуçлар. Ăна ветеринари докуменчĕсемсĕр йышăнмалла мар. Документсенче вакцинацисем, диагностика тĕпчевĕсем, юлашки хутчен хăçан антибиотиксем ĕçтерни пирки çырса пыраççĕ.

Выльăха тÿрех пусмалла мар, темиçе кун тăхтамалла. Ветеринари тухтăрĕн тĕрĕслемелле те выльăх мĕнле пулни çинчен ятарлă журналта çырмалла. Республикăра çак йĕркесене пăхăнманни пĕр тĕслĕх кăна мар.

Пуснă хыççăн пушшех те тимлĕх кирлĕ. Кунта ветеринарипе санитари экспертизи пирки сăмах пырать. Çак ĕç валли лайăх çутăпа тивĕçтернĕ пÿлĕм уйăрмалла. Какай йĕркеллех пулсан клеймо çапма та юрать. Кун хыççăн ăна сивĕтмĕшре тытмалла. Ветсанэкспертиза пирки те журналта çырмалла.

Пусса тирпейлемелли пунктсенче ăшă тата сивĕ шыв, дезинфекци хатĕрĕсем пулмалла.

Кашни пунктрах пыршисене, мăйракисене, юнне тата ытти пуснă хыççăн юлакан япаласене пуçтарма контейнер кирлĕ. Вĕсене утилизацилемелле е тĕп тумалла.

Тĕрлĕ шĕвеке юхса тухма та ятарлă вырăн кирлĕ. Ăна вăхăтран вăхăта тасатса тата дезинфекци туса тăмалла. Тислĕк тата хырăмлăхпа пыршăлăх япалисене валли те вырăн уйăрмалла.

Палăртсах калас килет, çак пунктсене е цехсене регистрацилемелле.

Пĕтĕмĕшле илсен тĕрĕсленĕ 12 пунктра кашнинчех тенĕ пекех асăннă йĕркесене пăхăнманнине тупса палăртнă. Элĕк районĕнчи пунктра, сăмахран, дезбарьер пулман. Ытти районсенче выльăха ветврача тĕрĕслеттермесĕр пуснă, ветсанэкспертиза ирттермешкĕн ятарлă пÿлĕм пулман. Биокаяшсене утилизацилес ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен, ветврачсем валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук тата ытти те.

Веттухтăрсем пирки уйрăм калаçу. Ытларах чухне пунктсенче Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцисен ветврачĕсем ĕçлеççĕ. Анчах та вĕсене журналсене йĕркеллĕ çырса пыманшăн асăрхаттарма тивнĕ. Сăмахран, пусичченхи журнала тÿрех çырса тултарман. Çакă вара выльăха пусиччен тĕрĕсленинче иккĕленÿ çуратать. Çитменнине тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра сивĕтмĕшре упранакан какай çинче клеймо пулман. Ветсанэкспертиза ирттерни çинчен çырни те пулман журналсенче.

Çакна та каласа хăварам: вăкăра е сыснана хăвăра çимелĕх кăна пусатăр пулсан çÿлерех асăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмах ыйтмаççĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code